29 февраля 2012 г.
![Çунатлă туссене манар мар Çунатлă туссене манар мар](../Home/594//foto/kormuska.gif)
Кăçал хĕлле сивĕ килчĕ. Шартлама сивĕ ачасемшĕн те, çитĕннисемпе ватăсемшĕн те питĕ кансĕр. Сивĕ питрен-куçран чĕпĕтет. Урамран ăшă пỹрте хăвалать. Çак сивĕрен хăраса кайăк-кĕшĕк пачах курăнмасть. Вĕсем те ăшă кĕтес шыраса шаларах пытанма тăрăшаççĕ пулас. Кайăксем - пирĕн туссем. Вĕсене вăй çитнĕ таран пулăшмаллине аван чухлаççĕ ачасем. "Сырăшсем ăсталаса тăрантарас, йывăрлăхра пăрахар мар кĕçĕн тусăмăрсене", - терĕç Энтепери пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта 1-мĕш класра вĕренекенсем. Шутланă - тунă. Класс кантăкĕнчен сăнамалла пултăр тесе сырăшсене йывăç çине вырнаçтартăмăр. Унта çăкăр тĕпренчĕкĕсем, тулă, кĕрпе сапса патăмăр. Хĕвел çаврăнăшне юратса çинине пĕлсен, ăна та хĕрхенмерĕç пĕчĕк шăпăрлансем хăйсен тусĕсем валли. Кайăксем килĕç-ши? Пирĕн апатсене çийĕç-ши? Çак ыйтусем канăç памарĕç ачасене. Кунĕпе сăнарĕç вĕсем чỹречерен. Кайăксем вĕçсе пынине асăрхасан урокра ларакан ачасем ялт сиксе тăрсах сăнарĕç. Мĕнле чăтăн-ха? Сырăш çинчи кайăксем васкасах сапса панă апата çиеççĕ-çке. Хăйсем тем çинчен калаçаççĕ пуль. Тен, хăйсен калаçăвĕнче ачасене тав тăваççĕ? Кайăксем сырăш çине иленни ачасен кăмăлне уçрĕ. Вĕсем хавхалансах тата апат хурса пама васкарĕç. Хамăр туссене пĕтме памастпăр, сивĕ хĕле чăтса ирттерме пулăшатпăр. "Çуркунне килекен çунатлă туссем валли те атте-аннесемпе вĕллесем ăсталăпăр", - теççĕ пĕчĕк шăпăрлансем. Часах сивĕ хĕл кая юлĕ, ăшă та хĕвеллĕ, шавлă та илемлĕ çуркунне çитĕ. Кирек хăш вăхăтра та хамăрăн çунатлă туссем çинчен манар мар.
Сăн ỹкерчĕкре: сырăшсем ăсталарăмăр.