Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçаруллисемшĕн çул уçă

29 февраля 2012 г.

Курнавăшри никĕс шкулĕн коллективĕ вĕренỹри модернизаци тата наци проекчĕсене пурнăçлассипе тĕллевлĕ ĕçлет. Пуçаруллисене, инноваци мелĕсемпе усă курса çитĕнỹсем тăвакансене ĕçшĕн хушса тỹлессине те палăртнă. Пирĕн справка 2001 çулта районти учительсен вăтам ĕç укçи 945,4 тенкĕ пулнă. 2006 çулта 4780,1 тенкĕпе, 2008 çулта 8808,5 тенкĕпе, 2011 çулта 11446,9 тенкĕпе танлашнă. 2011 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительство пуçлăхĕ В.Путин учительсен вăтам ĕç укçине ỹстерессине палăртрĕ. Çавна пула Курнавăш шкулĕнче ĕçлекен учительсен те вăтам ĕç шалăвĕ чылай ỹсрĕ. Учитель ĕçĕ питĕ яваплă. Ачасене паха пĕлỹ, лайăх воспитани парса ăслă-тăнлă тăвас тесен ытларах та ытларах тăрăшма тивет. Халĕ шкулта профессине чунтан-чĕререн юратакан учительсем çеç ĕçлеççĕ. 17 учитель, 3 мастер, 2 социаллă педагог ачасене вĕрентсе воспитани парас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшать, 2011 çулта 7 педагог категорине çирĕплетрĕ, пĕри пĕрремĕшĕнчен аслă категорине куçрĕ. Халĕ вара шкулта 12 вĕрентекен аслă категориллĕ, 4-шĕ - пĕрремĕш, 1 учитель иккĕмĕш категорипе тăрăшать. Категорине кура, паллах, ĕç шалăвĕ те пысăкрах. Учительсем çĕр-шывра пулса пыракан пĕтĕм çĕнĕлĕхсене алла илсе пыма тăрăшаççĕ. Конкурссене, тĕрлĕ грант проекчĕсене хатĕрлесе хỹтĕлеме хутшăнаççĕ. Ĕçшĕн тỹленĕ çĕрте хавхалану мелĕпе усă курнине пула конкурссене хутшăнни каллех ĕç укçи виçине ỹстерме май парать. Вĕрентỹпе воспитанире çĕнĕ мелсемпе анлăн усă курнăшăн тата ĕçри çитĕнỹсемшĕн А.Ефимова, В.Воронова, П.Кузнецов, Е.Светопольская, Ф.Порфирьева Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне, С.Кириллова, В.Воронова Чăваш Республикин Президенчĕн 50 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçрĕç. М.Исаева Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине илсе тăрать. Вĕрентекенсен ĕç условийĕ питĕ лайăх тесе калас килет. Ачасене вĕрентме, темăна тĕплĕн ăнлантарма майсем çителĕклĕ педагогсен. Кашни кабинетра учителĕн автоматизациленĕ ĕç вырăнĕ пур, пурте интернетпа çыхăнма пултараççĕ. Шкулта 41 компьютер, 2 ноутбук, 10 проектор, интерактивлă 2 доска пур. Шкул 150 çул тултарчĕ. Унăн историйĕ питĕ пуян. 21-мĕш ĕмĕрте кăна вăл республикăри икĕ конкурсра мала тухрĕ. 2009 çулта Раççей шайĕпе иртнĕ, çĕнĕ программăсемпе ĕçлекен шкулсен конкурсĕнче çĕнтерчĕ. Çаксем, паллах, шкул базине лайăхлатма май пачĕç. Шкулăн юбилейне ЧР Вĕренỹ министерстви интерактивлă доска, учительсен профсоюз организацийĕ спорт инвентарĕ парнелерĕ. Шкул ачисен çитĕнĕвĕсем те куç умĕнче. Юлашки виçĕ çул хушшинче пирĕн вĕренекенсем район шайĕпе иртнĕ предмет олимпиадисенче 104 призлă вырăн, республика шайĕпе 3 призлă вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. Кĕçĕн классем хушшинче иртекен интеллектуаллă вăйăра 5 ача район шайĕнче мала тухрĕ. Тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсенче, спорт ăмăртăвĕсенче те палăраççĕ ачасем. Тĕпчев ĕçĕсем çырса республика, Раççей лауреачĕсем пулса тăраççĕ. С.Прохорова хăйĕн вĕренекенĕпе Анна Корниловăпа Мускавра иртнĕ тĕпчев ĕçĕсен конкурсне хутшăнчĕ, Мария Корнилова вара республика шайĕпе иртнĕ биологи олимпиадинче палăрчĕ, Мускав облаçĕнчи Пущино хулинчи вĕренỹ лагерĕнче пулчĕ. Шкул 1996 çултанпа ачасене професси пĕлĕвĕ парас тĕлĕшпе ĕçлет. Паллах, кунта шкул бази те, ыттисемпе танлаштарсан, урăхларах. Юлашки çулсенче ВАЗ-2107 автомашина туянни, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов УАЗ-315142 автомашина парнелени те питĕ витĕмлĕ пулчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика