29 февраля 2012 г.
Иртнĕ эрнере республикăри ача-пăча сывлăх центрĕнче савăнăçлă лару-тăрура "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафон уçăлчĕ. Асăннă мероприятие "Раççей ача-пăча фончĕ" общество организацийĕн республикăри уйрăмĕ пуçарнипе пирĕн хутлăхра 1995 çултанпа, кăçалхипе вун çиччĕмĕш хут йĕркелеççĕ. Унта хутшăнакансен йышĕ те, пухмач та çултан-çул ỹссе пырать. Пĕлтĕр, сăмахран, 1400 ытла предприяти-организаци 5,6 млн тенкĕ хывнă. Кăçалхи марафон тĕллевĕ - общественноçа çамрăк ăрупа çыхăннă çивĕч ыйтусем тĕлĕшпе тимлĕрех пулмашкăн сĕнесси, йывăр шăпаллă ачасемпе çемьесене хỹтĕлес енĕпе граждансен, ĕç коллективĕсен, общество организацийĕсен, пултарулăх союзĕсен вăйне пĕрлештересси, ыр кăмăллăха хутшăнакансен йышне пысăклатасси. "Пухмач çултан-çул пуянланса пыни сăваплă ĕçе çынсем чунпа, кăмăлтан хутшăннине, йывăрлăха лекнĕ ентешсене пулăшмашкăн вĕсем хатĕррине çирĕплетет", - тет марафонăн çум представителĕ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин комитет председателĕн çумĕ Константин Косачев. Сăмах май, "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх юхăмне кăçал та Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пырать. Çул çитмен çамрăксен тăнăçлăхĕ тата вĕсен телейлĕ ачалăхĕ - Чăваш Ен, Раççей аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ. Ахальтен мар-тăр вĕсен ырлăхĕшĕн нумай тăрăшаççĕ: çуллен çĕнĕ шкулсем, сад-ясли, вĕренỹ центрĕсем хута каяççĕ, вĕренмешкĕн, ăс-тăна çивĕчлетмешкĕн, пур енлĕн аталанмашкăн, спорт занятийĕсенче пиçĕхмешкĕн, пушă вăхăта усăллă ирттермешкĕн, сывă пурнăç йĕркине тытса пымашкăн условисем туса параççĕ. Хисеплĕ вулаканăмăрсем, сăваплă ĕçе эсир те тỹпе хывасса, пĕчĕккисен тĕнчине çутăрах, илемлĕрех, вĕсен пурнăçне телейлĕрех, савăнăçлăрах тумашкăн хăвăрăн чунăр ăшшине хĕрхенмессе шанатпăр.