Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш парнисемшĕн тупăшнă

25 февраля 2012 г.

Чăваш ял хуçалăх академийĕн спорт залĕнче кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн, Раççей спорт мастерĕн, Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ Юрий Поповăн парнисемшĕн ирттернĕ I турнирта 200 яхăн атлет вăй виçнĕ. Унта пирĕн район команди ăнăçлă ăмăртнă, пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. 1994 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасенчен 53 килограмлă виçере А.Орлова (Патреккел), 63 килограмлисенчен М.Никитина (Вăрăмхăва) иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Çак ỹсĕмри арçын ачасенчен 53 килограмлă атлетсенчен Н.Николаев (Ĕнел) пĕрремĕш вырăна тухнă, абсолютлă чемпион пулса тăнă. 73 килограмлă виçере А.Павловпа (Елчĕк) В.Семенов (Кĕçĕн Таяпа) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. 78 килограма çитичченхи тата йывăртарах виçесенче А.Федоров (Курнавăш) тата В.Иванов (Яманчỹрел) - иккĕмĕш вырăнсенче. Д.Веков (Курнавăш), А.Кожевников (Ĕнел), Н.Авксентьевăпа П.Шекерова (иккĕшĕ те Кивĕ Эйпеçрен) та командăна паха очкосем панă. 1993 çулта çуралнă атлетсенчен те чылайăшĕ призлă вырăнсене йышăннă. Кунта хăйсен виçисенче И.Кривов (Анатри Тимеш), А.Павлов (Кавал), О.Николаев (Ĕнел) пĕрремĕш, Д.Курчин (Курнавăш), иккĕмĕш, В.Яковлев (Яманчỹрел), А.Николаев (Акчел) виççĕмĕш вырăнсене тухма пултарнă. Хĕрсенчен Е.Козлова (Кĕçĕн Таяпа), хальхи вăхăтра Чăваш ял хуçалăх академийĕнче пĕлỹ пухаканскер, 24 килограмлă снаряда малтан сулахай, унтан сылтăм алăпа 80 хут сулласа çĕклесе республика рекордне çĕнетнĕ, абсолютлă чемпион ятне тивĕçнĕ. Çавăн пекех хăйсен виçисенче Е.Еремеева (Питтĕпел) пĕрремĕш, В.Николаева (Ĕнел) иккĕмĕш вырăнсене тухнă. Ветерансем те маххă паман. О.Федоров, А.Горшков, Ю.Карпов, Г.Туманов, А.Анисимов ăнăçлă ăмăртнă. Çĕнтерỹçĕсене Ю.Попов çирĕплетнĕ кубоксем, медальсем, Дипломсем парса чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика