25 февраля 2012 г.
![Отличник пурне те пултарать Отличник пурне те пултарать](../Home/594//foto/otliznik.gif)
11-мĕш класра вĕренекен Сергей Викентьев пуçламăш класранах вĕренỹ отличникĕ. Унăн пултарулăхĕ те тĕрлĕ енлĕ: хăй аллипе япаласем ăсталать, спортпа туслă. Сергей ытларах физикăпа, математикăпа кăсăкланать. Район, республика, Раççей шайĕнче иртекен олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнма тăрăшать, начар мар çитĕнỹсем тăвать. Технологи предмечĕ те уншăн çывăх. Иртнĕ çул "Çĕнĕ çул теттисем" конкурсра хăй тунă шăнкăравпа мала тухрĕ. Кăçал вара Çĕнĕ çул ячĕпе шкула пысăк парне кỹчĕ: биологипе географи кабинечĕ валли йывăçран чечексем лартмалли илемлĕ çỹлĕксем туса пачĕ. Вăл ăсталанă япаласем килĕнче те сахал мар: тăвар хумалли савăтран пуçласа кĕреçе аври таранчченех. "Алли ылтăн пирĕн мăнукăн", - теççĕ асламăшĕпе кукамăшĕ савăнса. Çуралнă кунĕсенче вĕсене хăй аллипе илемлетнĕ япаласем парнелет вăл. Туссем те нумай унăн.
Сăн ỹкерчĕкре: С.Викентьев.