Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Эпĕ телее тупнă"

25 февраля 2012 г.

Районти çемьесенче опекăра тăракан 80 ача (вĕсенчен 16-шĕ сĕм тăлăх) воспитани илет, 16 ачана усрава илнĕ. Тăрăм ялĕнчи Черновсем хĕрĕ шкултан килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Мария уроксем хыççăн апатланать те тỹрех йĕлтĕрпе ярăнма тухать. Юратать хĕр ача уçă сывлăшра уçăлса çỹреме. Ашшĕпе амăшĕ ăна коньки те, йĕлтĕр те, ытти ха-тĕрсем те туянса панă. Хĕр ачан ĕмĕтне - компьютера та - çывăх вăхăтра туянасшăн. - Тахçанах илсе памалла. Пĕчĕкрех тесе тăтăмăр. Ахаль те куçлăх тăхăнать те, сиенлине пĕлетпĕр, - тет Николай Алексеевич. Мăшăрĕ килте ахаль ларас мар тесе предпринимательсем патне пулăшма çỹрет. Любовь Агафоновна ĕçрен пăрăнасшăн мар. Çемьене укçа кĕтĕр тесе тăрăшать кил хуçи хĕрарăмĕ. Черновсем начар мар пурăнаççĕ. Кирпĕч çурчĕ пысăк, хуралтисем çỹллĕ. Марийăна пурăнма, вĕренме пĕтĕм услови çителĕклĕ. 2002 çулхи çулла Черновсемшĕн чи хурлăхлă та нихçан манăçми асаплă çул пулса юлнă. Хиртен ĕшенсе таврăннă Любăн чĕри, хĕр пĕрчисем пахча хыçĕнчи пĕвере шыва кĕнине илтсен, ырă мара сиссе тухса тарасла тапнă. Унччен те пулмасть хăрушă хыпар янăранă Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ енчен: "Хĕр ачасем шыва путнă!!!" Ниме пăхмасăр пахча урлă çырма еннелле чупнă Люба. Вăл çитнĕ çĕре хĕр пĕрчисене шывран туртса кăларнă, пĕрремĕш пулăшу памалла, анчах ... Çапла вăхăтра пулăшаймасăр куçĕсене хупнă Черновсен 12 тата 8 çулсенчи тĕпренчĕкĕсем. Вĕсем çеç те мар, йăмăкĕн хĕр ачи те куçне ĕмĕрлĕхе хупнă ун чухне. Пуçа çĕклейми хуйхăпа хĕрарăм чирлесех ỹкнĕ. Куç умĕнчен кайман ытарайми чипер хĕр пĕрчисем. Тепĕр икĕ çултан чĕрисем çулăмсăр çунса кĕлленнĕ Черновсем Шупашкарти интерната çул тытнă. Пилĕк çулхи Мария пĕрре курсанах Люба патне "мама" тесе чупса пынă. Çак тăлăх пепкен амăшĕпе ашшĕ пулас, хăйĕн хĕр ачисене юратнă пек пăхса ỹстерес тесе Любăпа Коля ăна яла илсе килнĕ. Пурăннăçемĕн Мария чăвашла калаçма вĕреннĕ, Черновсен тĕпренчĕкĕ пулса кайнă. - Мария пулман пулсан пурнăç илемне маннăччĕ ĕнтĕ эпир. Тавах ăна, - теççĕ Черновсем . Мария Шмиткова халĕ улттăмĕш класра вĕренет. - Эпĕ хамăн çемьене, телее тупнă. Аттепе аннене хытă юрататăп, - тет вăл. Сăн ỹкерчĕкре: М.Шмиткова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика