25 февраля 2012 г.
Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне апат-çимĕç продук-чĕсен хакĕсем тĕрлĕрен пулнă. Иртнĕ вăхăтрипе танлаштарсан, шăннă пулăн, услам çăвăн, тип çăвăн, сĕтĕн, çăкăрăн тата çăкăрпа булка изделийĕсен, пан улмин хакĕсем ỹсмен. 2012 çулхи нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕпе танлаштарсан, чăх ашĕн (окороксăр пуçне) хакĕ 0,33 тенкĕ, чăх çăмартин хакĕ 1,67 тенкĕ, тăварăн хакĕ 0,08 тенкĕ, хура тул кĕрпин хакĕ 0,5 тенкĕ, вермишель хакĕ 0,08 тенкĕ чакнă. Çав вăхăтрах сахăр песукĕн хакĕ 0,75 тенкĕ, тулă çăнăхĕн хакĕ 0,33 тенкĕ, рисăн хакĕ 1 тенкĕ, вир кĕрпин хакĕ 0,5 тенкĕ, купăстан хакĕ 0,5 тенкĕ ỹснĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсене те тĕпченĕ. АИ-80 бензинăн хакĕ 0,2 тенкĕ, АИ-92 - 0,1 тенкĕ, дизель топливи 0,2 тенкĕ чакнă. 2011 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕпе танлаштарсан, АИ-80 бензин хакĕ 0,6 тенкĕ (2,4 процент), АИ-92 бензин хакĕ 0,7 тенкĕ (2,7 процент), дизель топливин хакĕ 0,4 тенкĕ (1,4 процент) чакнă.