25 февраля 2012 г.
![Ĕçĕсем курăмлă, тĕллевĕсем çирĕп Ĕçĕсем курăмлă, тĕллевĕсем çирĕп](../Home/594//foto/seminar.gif)
Ĕçĕсем курăмлă, тĕллевĕсем çирĕп Районти культура работникĕсем культура учрежденийĕсен 2011 çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене палăртнă. Тĕп ыйтупа пухăннисен умĕнче район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ А.Александрова тухса калаçнă. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин тата республикăри халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ В.Бондарев хутшăннă. Культура учрежденийĕсен тата вĕсенче ĕçлекенсен тивĕçĕ, яваплăхĕ тĕлĕнмелле пысăк. Вĕсем çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртессинче тата обществăна аталантарассинче тĕп вырăн йышăнаççĕ. Юлашки çулсенче Елчĕкри культурăпа кану, Курнавăшри тата Патреккелти информаципе культура центрĕсене çĕнĕлле йĕркелесе янă. Аслă Пăла Тимешри тата Лаш Таяпари культура çурчĕсен пысăк пỹлĕмĕсенчен спорт залĕсем хута янă. Кавалти клуба спорт залĕпе пĕрлештернĕ. Çапла майпа ял çыннисене чун канăçлăхне анчах мар, ỹт-пĕве çирĕплетмелли мелсем те туса панă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев малашне те культурăна аталанма пулăшассине вăйлатма кирлине палăртать. "Чăваш Республикинчи ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указ ялсен территорийĕсене малалла аталантармалли тепĕр утăм пулса тăрать. Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ А.Александрова "Елчĕк районĕнчи культура: 2011-2020 çулсем" тĕллевлĕ программа малтанхи тапхăртан мĕнле пурнăçланни тата умра тăракан тĕллевсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Культура пурнăçĕнче 2011 çул Космонавтика çулталăкĕ пулнипе асра юлнă. Çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă "Çамрăксене шанмалла" Çырăвне никĕсе хурса çынсен чун-чĕрине, кăмăлне тивĕçтерекен мероприятисем йĕркелесе ирттересси те тĕп вырăн йышăннă. Чи лайăххисене палăртма кăмăллă. Курнавăшри информаципе культура центрĕнче, Çĕнĕ Пăвари тата Вырăскассинчи культура çурчĕсенче çулталăк тăршшĕпе йĕркеленĕ мероприятисене, пĕлтерĕшне кура, пысăк хак панă. Паянхи общество пурнăçĕнче халăх искусствин пĕлтерĕшĕ те пысăк вырăн йышăнать. Пиртен нумайăшĕ хăйĕн йăх-несĕлĕн тымарне тĕпчет, вĕсен йăли-йĕркине ăса хывать, юрри-ташшине вĕренет. Пĕр сăмахпа, ял - халăх культурин çăл куçĕ те, ăна упраканĕ те. Районти халăх коллективĕсем - Патреккелти халăх хорĕ, Курнавăшри информаципе культура центрĕ çумĕнчи "Шанăç" фольклор ушкăнĕ тата Елчĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи халăх театрĕ хăйсен ырă ятне çĕре ỹкермеççĕ. Сăмах май, Патреккелти халăх хорĕ кăçал 90 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет. Елчĕкри "Варкăш", "Туслăх", Тăрăмри "Шанчăк", Яман-чỹрелти "Эткер", Хăвăлçырмари "Илем" ансамбльсен халăх хушшинчи сумĕ те юлашки çулсенче ỹссех пырать. Декораципе илем, ỹнер творчествине аталантарасси çине районта пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ĕç-хĕле йĕркелесе пыракан маçтăрсем тĕлĕшĕпе ятарлă информаци банкне йĕркеленĕ, кунта вĕсен ĕçĕсемпе тата туллинрех паллашма май пур. "Елчĕк районĕнчи муниципаллă библиотекăсене 2020 çулччен аталантармалли программа" та ăнăçлă пурнăçа кĕрет. Хальхи вăхăтра вулакансен пысăк пайĕ право тата социаллă ыйтусен информацийĕпе кăсăкланать. Çакна шута илсе тĕп библиотекăра право пулăшăвĕн центрĕн тата "Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕн" Чăваш Енри уйрăмĕн консультаци пункчĕ ĕçлет. Иртнĕ çул пурăнмалли çурт-йĕр, эмелсен хакĕсем çинчен, налук тỹлессин темисемпе йĕркеленĕ тĕл пулусене халăх уйрăмах йышлă пухăннă, ыйтусене татса парассине хастар хутшăннă. Хальхи вăхăтра кирек кам та библиотекăна пырса электронлă регистратура урлă больницăна тухтăр патне йышăнăва çырăнма пултарать. Электронлă çыхăну мелĕпе библиотека ĕçченĕсем вулакансемпе пĕрле тĕрлĕ хуласенчи архивсемпе çыхăнма пултараççĕ, çапла майпа хăйсене кăсăклантаракан ыйту çине çăмăллăнах хурав тупма пултараççĕ. Анчах телевизор экранĕнчен, вĕçсĕр-хĕрсĕр Интернетран йăтăнса тухакан информаци витĕмне пула çамрăксем кĕнекерен ютшăнма тытăнни библиотекарьсене уйрăмах хытă шухăшлаттарать. Ачасене мĕн пĕчĕкрен кĕнеке патне явăçтарас тĕллевпе куравсемпе конкурссем ирттерессине, çапла майпа чи лайăххисене тупса палăртса хавхалантарассине малашне те тĕп вырăна хурса ĕçлеме кирлине лайăх ăнланаççĕ вĕсем. Канашлура Елчĕкри культурăпа кану центрĕн директорĕ В.Портнова, тĕп библиотека директорĕ Л.Зайцева, Кавалти библиотека заведующийĕ Л.Капламова, Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕн заведующийĕ В.Вастулова, Патреккелти халăх хорĕн ертỹçи Г.Борисов, искусство шкулĕн преподавателĕ Р.Парферьева тухса калаçнă. Яланхиллех культура ĕçченĕсем тăрăшса ĕçлекенсене палăртнă. "Чи лайăх клуб ĕçченĕ" Елчĕкри культурăпа кану центрĕн студи ертỹçи Иван Шурбин, "Чи лайăх культура учрежденийĕ" Курнавăшри информаципе культура центрĕ, "Чи лайăх библиотекарь" тĕп библиотекăри комплектовани пайĕн заведующийĕ Ирина Адюкова, "Чи лайăх библиотека" Кĕçĕн Таяпари библиотека пулнине палăртнă. Культура учрежденийĕсенче ĕçлесе пысăк тỹпе хывнисен ушкăнне Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем, парнесем парса чыс тунă. Культурăпа кану центрĕн фойинче вырăнти ялсен тăрăхĕсенче пурăнакан ылтăн алăллă çынсем туса хатĕрленĕ тĕрлĕ япаласен куравĕпе те тĕплĕн паллашма май пулнă.
Сăн ỹкерчĕкре: Курнавăшри информаципе культура центрĕн методисчĕ Ольга Шмелева республикăри халăх пултарулăх çурчĕн Хисеп грамотине, Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕн заведующийĕ В.Доброхотов Чăваш Республикинчи культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотине илме тивĕç пулнă.