22 февраля 2012 г.
Иртнĕ эрне кун района ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Ю.Попов килсе кайнă. Юрий Алексеевич районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн пленумĕнче тухса калаçнă. Çавăн пекех тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, "Чувашсетьгаз" ОАО, "Газпром Межрегионгаз-Чебоксары" ООО генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов, Шупашкарти "Хулари стоматологи поликлиники" автономи учрежденийĕн тĕп врачĕ В.Викторов, районти тĕп больницăн ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн, халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай представителĕсем хутшăннă. Çак кунах сумлă хăнасем Лаш Таяпари Серафима Захаровна Кондратьевăна çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа саламласа парнесем парса чысланă. Ял çыннисемпе, учительсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура Юрий Алексеевич республикăн экономикăпа социаллă пурнăçĕпе умри тĕллевсем çинче чарăнса тăнă.