22 февраля 2012 г.
Юлашки 10 çул хушшинче районти ял хуçалăх предприятийĕсенче, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, уйрăм хушма хуçалăхсенче сĕт, аш-какай туса илесси ỹссе пынă. Продукци туса илессинче ял хуçалăх предприятисен тỹпи уйрăмах пысăк. Акă, "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче 2002-2011 çулсенчи тапхăрта аш-какай туса илесси 82 процент, сĕт туса илесси 83 процент ỹснĕ. Çулталăкра пĕр ĕнерен сĕт суса илесси 5150 килограмран 6612 килограма çитнĕ. Мăйракаллă шултăра выльăхсен, çав шутран сăвăнакан ĕнесен, сыснасен хисепне ỹстернĕ. Кулленхи ĕçе çĕнĕ технологисене анлăн ĕçе кĕртнине тата рациона кирлĕ пек йĕркелесе пынине пула выльăхсен ỹт хушаслăхĕ те пысăк. "Прогресс" акционерсен хупă обществинче хальхи вăхăтра 4785 пуç сысна шутланать, 10 çул каяллахипе танлаштарсан, 24 процент ытларах. 2002 çулта сыснасем пĕр талăкра 385-шер грамм ỹт хушнă пулсан, 2011 çул тĕлне çак кăтарту 570 грама çитнĕ. Мăйракаллă шултăра выльăхсем те самăр çитĕнеççĕ, вĕсем пĕлтĕр пĕр талăкра 794-шар грамм ỹт хушнă. Кунта ĕнесен продуктивлăхĕ те нумай ỹснĕ, 2011 çулта пĕр ĕнерен 6011 килограмм, 2002 çулхинчен 1255 килограмм ытларах сĕт сума пултарнă. Çапла майпа ял хуçалăх предприятийĕнче сĕт туса илесси 32 процент ỹснĕ. "Победа" сахал яваплă юлташлăхра та çак çулсенче тăршшĕпех курăмлă ĕçлесе пыраççĕ. Кунта пĕр ĕнерен сĕт сăвассине 3509 килограмран 7077 килограма çитерме пултарнă. Малтанхинчен 2,5 хут ытларах сĕт сăвакан ял хуçалăх предприятийĕ 2011 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе республикăра та чи лайăххи пулнă. "Рассвет" ял хуçалăх предприятийĕ те лайăх енĕпе палăрнă. Кунта 57 процент ытларах аш-какай туса илнĕ. Сысна ферминчи ĕçе çĕнĕлле йĕркелесе пыма тытăннăранпа кăтартусем çулсерен ỹссе пыраççĕ. Хальхи вăхăтра самăртакан ушкăнри сыснасем пĕр талăкра 652-шер грамран кая мар ỹт хушаççĕ. Сăвăм та пысăк, 2011 çулта кашни ĕнерен 5612 килограмм сĕт сунă, 2001 çулхи кăтарту 4071 килограмм пулнă. "Яманчурино" сахал яваплă юлташлăхра сăвăнакан ĕнесен хисепне 38 пуçран 130 пуçа çитернĕ. Сăвăм та ỹссех пынă, иртнĕ çул кашни ĕнерен 6013 килограмм сĕт сунă. Кунта çак тапхăрта аш-какай туса илесси 66 процент ỹснĕ. Малтанхипе танлаштарсан, мăйракаллă шултăра выльăхсен виçи палăрмаллах пысăк пулнă. Иртнĕ çул вĕсем пĕр талăкра 651-шер грамран кая мар ỹт хушнă. "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи кăтартусем те пысăк. Ял хуçалăх предприятийĕнче ĕне выльăхсен пĕтĕмĕшле хисепĕ 26 процент ỹснĕ. Кашни мăйракаллă шултăра выльăх пĕр талăкра 583-шер грамм ỹт хушнă. 2006 çултан пуçласа ĕçе кĕнĕ "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ те ял хуçалăх отрасльне çĕнĕрен вăй илме, аталантарма май панă. Шăпах çак çулсенче маларах палăртнă ял хуçалăх предприятийĕсенче тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе усă курса выльăх-чĕрлĕх фермисенче пысăк реконструкци ĕçĕсене пурнăçларĕç. Çавна май фермăсенчи ĕç условийĕсем лайăхланчĕç, ĕç тухăçлăхĕ нумай ỹсрĕ, кăтартусем те кашни çул ỹссе пыраççĕ.