22 февраля 2012 г.
2009-2010 çулсемпе танлаштарсан, 2011 çул вĕлле хурчĕ тытакансемшĕн питĕ ăнăçлă пулчĕ. Пыл илес енĕпе çакăн евĕр ăнăçу 10 çул хушшинче те пулман. Тăрăшса ĕçлекен утарçăсем пĕр вĕллерен 40-45 килограмм пыл илме пултарчĕç. Районти вăтам кăтарту вара 20 килогрампа танлашнă. Иртнĕ çул вĕлле хурчĕсен çăвăрне уйăрса кăларасси 110 процентпа танлашнă. Чылай вĕллерен пĕрре анчах мар, икшер хут çăвăр тухма, урăх вĕллене куçарнă çăвăр та тепĕр çăвăр хурта кăларма пултарнине палăртмалла. Пыл илес енĕпе юнашар вырнаçнă Ульяновск, Самар, Саратов, Волгоград облаçĕсенче тата та лайăхрах кăтартусем пур. 2011 çулхи юпа уйăхĕнче мана Ярославльте иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери хурт-хăмăрçăсен иккĕмĕш форумне хутшăнма май килчĕ. Тĕрлĕ çĕр-шывран тата регионсенчен килнĕ 200 çынна яхăн пĕрлештернĕ форума Чăваш Енрен виççĕн хутшăнтăмăр. Çак форумра пысăк опытлă хурт-хăмăр ăстисемпе, ăсчахсемпе тата вĕсен ĕç опычĕпе паллашма тỹр килчĕ. Хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçри тĕп тĕллев тавра - çĕр-шыв тата тĕнче шайĕнчи çĕнĕлĕхсене, ырă улшăнусене ĕçе кĕртесси пирки калаçрĕç форума пуçтарăннисем. Форумра çĕкленĕ калаçусене хускатса нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче 10 сехетре Патăрьел районĕн администрацийĕн акт залĕнче хурт-хăмăр усракансен семинар-канашлăвне ирттерме палăртрăмăр. Кăнтăр районĕнчи хурт-хăмăр ăстисене хапăлласах кĕтетпĕр унта. Кĕçех çурхи кунсем çитеççĕ. Çак тапхăрта утарçăсен мĕнлерех ĕç пурнăçламалли ыйтусене те хускатăпăр семинар-канашлура.
Сăн ỹкерчĕкре: Пĕтĕм тĕнчери хурт-хăмăрçăсен иккĕмĕш форумне хутшăннă Чăваш Енри районсем хушшинчи консультант-зоотехник Н.Пирожков (сулахайра _ пĕрремĕш) Алтай тăрăхĕнчен, Украинăран, Ярославльтен килнĕ хурт-хăмăр ăстисемпе пĕрле.