Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçлă стартсем

22 февраля 2012 г.

Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.В.Левый районти спортсменсем иртнĕ эрнере республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăннин итогĕсемпе паллаштарчĕ. Кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн Ю.Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн пĕрремĕш турнирта Елчĕксем ăнăçлă вăй виçнĕ. Район командинчи атлетсем тĕрлĕ виçесенче чемпионсем пулса тăнă, призерсен йышне кĕнĕ. Пирĕн районти спорт тусĕсем ытти ăмăртусенче те палăрнă. Акă, "Ылтăн шайба" клуб парнисене çĕнсе илессишĕн пыракан ăмăртура Елчĕк районĕнчи çамрăк хоккеистсем аслă тата кĕçĕн ушкăнсенче республикăра пĕрремĕш, вăтам ушкăнра виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Район командишĕн виçĕ ушкăнра та Елчĕкри, Аслă Елчĕкри, Патреккелти шкулсенче вĕренекенсем вылянă. Çакă асăннă ялсенче чылайранпа хоккей коробкисем ĕçленипе, ачасем вĕсенче тренировкăсем ирттерсе ăсталăха ỹстерме май пуррипе çыхăннă. Çавна май кашни ял тăрăхĕнче стандартлă хоккей площадкисем тумаллине тепĕр хут аса илтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ. Районти сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсем 2011 çулта мĕнле ĕçленипе районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Н.Уркова паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх районта халăх сывлăхне сыхлас ĕçре палăрмаллах ỹсĕмсем пур. Район администрацийĕ сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем пурнăçлама кашни çулах укçа-тенкĕ нумай уйăрать. Çакăншăн Н.Уркова район администрацине тав турĕ. ЗАГС пайĕн 2011 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен унăн начальникĕ В.Спиридонова каласа пачĕ. Канашлура çавăн пекех район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика