Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕштерсе ĕçлесшĕн

22 февраля 2012 г.

Лаш Таяпа ялĕнчи сунарта усă куракан йытăсене ĕрчетекен питомникра Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен, экологи министрĕ И.В.Исаев Мордва Республикин вăрман, сунар хуçалăхĕсен, çут çанталăкпа усă курассин министрĕпе В.Т.Шумкинпа тĕл пулу ирттернĕ. Унта икĕ республика хушшинчи тăван тавралăх пуянлăхне сыхласа хăварассипе пĕрле ĕçлемелли майсене палăртнă. Çавăн пекех кану зонисем йĕркелес, экологи енĕпе пĕлỹпе воспитанине сарас, уйрăм территорисене сыхлас, ытти ыйтусене те тишкернĕ. Темăсене сỹтсе явма Мордва Республикин вăрман, сунар хуçалăхĕн, çут çанталăкпа усă курассин министрĕн çумĕ, чĕр чун тĕнчин объекчĕсене сыхласа, тĕрĕслесе, йĕркелесе тăракан управлени ертỹçи В.Г.Левин, Елчĕк район администрацийĕн представителĕсем хутшăннă. Питомник ертỹçи Л.В.Князев хăйĕн ĕçне чăннипех парăннă. Вăл ертсе пынипе пурсуй йытăсене ĕрчетес енĕпе Раççейри пĕртен-пĕр питомник ĕçĕ курăмлă. Тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ. Унсăр пуçне питомникра тĕрлĕ чĕр чунсем те пур: кашкăрсем, тилĕ, кроликсем, хур кайăксем, сурăхсем, чăхсем тата ытти те. Вĕсем те туристсене илĕртеççĕ. Тĕл пулура район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин икĕ регион хушшинчи çыхăнăва çирĕплетни туристсем килсе çỹрессине аталантарма, çут çанталăка сыхлассине лайăхлатма пулăшнине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика