Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асра юлнă çапăçу

22 февраля 2012 г.

Асра юлнă çапăçу Афган вăрçине Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăва, Аслă Шăхаль, Кĕçĕн Шăхаль ялĕсенчен 27 салтак хутшăннă. Вĕсенчен пĕри - Виссарион Анатольевич Смолин. Вăл 1968 çулта пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Аслă Шăхаль ялĕнче çуралнă. Саккăр тултарсан Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула вĕренме кайнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Канаш хулинче водитель правине алла илнĕ Виссарион. Вун саккăр тултарсан 1968 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче йĕкĕте çывăх тăванĕсемпе ял-йыш салтака ăсатнă. Виссарион Анатольевича шăпа Афганистана илсе çитернĕ. Унта шофер тивĕçне пурнăçланă вăл. Салтак ятне çỹллĕ шайра тытса район, республика сумне ỹкермен каччă. "Çапăçури паттăрлăхшăн" медале тивĕçнĕ. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулти ачасемпе тĕл пулма, çар пурнăçĕпе паллаштарма Виссарион Анатольевича шкула час-часах йыхравлатпăр. Аса илỹ авăрне путнă ĕнерхи салтакăн чĕререн тухакан сăмахĕсем Афган çĕрĕ çине илсе çитереççĕ: "...Афган çĕрĕ çине çитсенех малтанлăха эпир çĕр пỹртсенче пурăнаттăмăр. Каярахпа вара палаткăсенче пурăнма тытăнтăмăр. Пĕр палаткăра 8-10 çын вырнаçнă. Выртса тăма ятарлă вырăнсем çукчĕ: е хăма çинче, е ытти япала çинче çывăраттăмăр. Мунча кĕресси ĕмĕтре анчах пулнă. Консервланă апат-çимĕç, унсăр пуçне 2 татăк çăкăр, 2 катăк сахăр тивнĕ. Пĕррехинче эпир автоколоннăпа Саланг енчен кăнтăр еннелле куçаттăмăрччĕ. Пире КАМАЗсемпе хĕç-пăшал турттарма шаннă. Колоннăра пурĕ çирĕме яхăн машина. Душмансем кĕтмен çĕртен тапăнса пеме пуçлатчĕç. Хальхинче те çапла пулчĕ. Манăн умра пыракан машина çунма пуçланипе эпир малалла каяймарăмăр, чарăнма лекрĕ. Машина çумĕнчех темĕн сирпĕнчĕ. Çав вăхăтра машина çинчен сиксе антăм, йĕри-тавра тĕтĕм-сĕрĕм, ним те курăнмасть. Часрах автомата ярса илсе вĕсем еннелле пеме пуçларăм. Çак çапăçу пĕр-ик сехете яхăн тăсăлчĕ. Ун хыççăн кăштах шăплансан эпĕ машина çине пăхрăм та, манăн машинăна веçех осколоксемпе пульăсем шăтарса пĕтернĕ. Малалла кайма юрăхсăр. Çакăн пек тапăнса пенисем пирĕн темĕн чухлех пулнă. Анчах та çак çапăçу ĕмĕрлĕхех асра тăрса юлчĕ..." Хальхи вăхăтра Виссарион Анатольевич Смолин "Колос" ял хуçалăх производство кооперативĕнче водительте тăрăшать, мирлĕ пурнăçра питĕ активлă, пуçаруллă. Хăйĕн мăшăрĕпе, Ирина Александровнăпа, хăтлă çурт çавăрнă, икĕ хĕр çитĕнтереççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика