Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăвак куçлă Игорь - хваттерлĕ

22 февраля 2012 г.

Кăвак куçлă Игорь - хваттерлĕ

 Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Правительствисем тăлăх ачасем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Иртнĕ çул кăна районта ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр тăрса юлнă ачасем валли 11 хваттер (8,2 миллион тенкĕлĕх) тунă. Юлашки çулсенче пурĕ 19 тăлăх ача тỹлевсĕр хваттер уççисене алла илнĕ. Вун тăхăр çул каялла район хаçатĕнче "Кăвак куçлă Игорь" ятлă статья пичетленнĕччĕ. Районти тĕп больницăри ача-пăча уйрăмĕнче виçĕ уйăхри пепкене амăшĕ пăрахса хăварни çинчен. Кăн-кăвак куçсемпе çиçсе выртакан, чăкăт пек шап-шурă ỹтлĕ пепкене медицина ĕçченĕсем çеç мар, унта ачасемпе выртакан хĕрарăмсем те пăхаттăмăр. Кашни алăк уçмассерен ун еннелле туртăнатчĕ арçын ача, кам хăйĕнпе ăшшăн калаçать - унпа йăл кулса хăйĕн чĕлхипе тем пакăлтататчĕ вăл. "Игорь йĕнĕ вăхăтра 9 çухрăмри амăшĕн чĕри пĕрре те ыратмасть-ши, карт! та сикмест-ши? Çук вĕт, ытлашши пулнă ăна иккĕмĕш ачи. Начар пурăнни, çиме-тумланма укçа çитменни çине йăвантарнă амăшĕ ачине пăрахса хăварнă чухне. Аслă ачине ыталаса çывăрттарнă, упăшкипе йăпанса выртнă чухне те аса илмест-ши вăл Елчĕкри тĕп больницăна пăрахса хăварнă кăн-кăвак куçлă патвар ывăлне?" - тенĕччĕ статьяра. Амăшĕн кăмăлĕ çемçелмен. Игоре Елчĕк больницинчен тỹрех интерната ăсатнă. Нумаях пулмасть вара Игорьпе ăнсăртран тĕл пулма тỹр килчĕ. Çỹллĕ те маттур каччă. Çĕмĕрлери ятарлă интернатра ỹснĕрен вырăсла калаçать. Пурнăç панă ашшĕпе амăшĕ çемьери йывăрлăхран хăраса пăрахса хăварнă ывăлне, патшалăх вара тăлăха хăй хỹттине илсе çитернĕ, тумлантарнă, вĕрентнĕ, анлă пурнăç çулĕ çине кăларнă. Тỹлевсĕр хăтлă хваттерпе тивĕçтернĕ. Чăвашла пĕлмест Игорь. Ăшă кăмăллă, калаçма ỹркенмест, çынна пулăшма тăрăшать. Пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе çыхăну тытсах тăрать. Нумаях пулмасть Алеша тусĕ килсе кайнă ун патне. - Вăл та кил-çуртлă. Манăн хамăн кĕтес пулнăшăн пит савăннă. Пĕтĕм услови пур хваттерте, - кăмăллăн паллаштарчĕ вăл. 18 çул тултарнă хыççăн Игорь тăван тăрăха килнĕ. Сĕм тăлăхскере Елчĕкрен ăсатнă интерната, çавна май Елчĕксемех ăна хваттер панă. Патшалăх интернатран тухсанах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнăскерсене хваттерпе тивĕçтерет. Малтанах Мир урамĕнче хваттер хатĕр мар пирки вăл Комсомол урамĕнче пурăнчĕ. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче вара çĕнĕ хваттере куçрĕ. Хăйпе пĕрле урамра мĕскĕннĕн чупса çỹрекен кушак çурине илсе килчĕ. Халĕ Мурка пысăкланнă, Игорь ĕçрен таврăнасса кĕтсе чỹрече çинчен анмасть. Игорь Салагаев хальхи вăхăтра Елчĕкри Г.Леонтьева предпринимателĕн çĕвĕ цехĕнче тăрăшать. Пĕрле ĕçлекенсемпе пĕр чĕлхе тупнă вăл. Игорь патĕнче килĕнче пултăм. Пĕр пỹлĕмлĕ хваттерте сĕтел-пукан, тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор, шкафсем пур. Чỹрече каррисене те хальхи модăпа çĕлеттернĕ. Каччăна районти опекăпа попечитель советĕнче ĕçлекенсем нумай пулăшаççĕ. - Эпĕ зала пỹлсе пĕчĕклетесшĕн, вара çывăрмалли кĕтес хăй пулать. Унтах компьютер лартма вырăн юлать. Çывăх кунсенче хваттер алăкне улăштарасшăн. Тимĕррине ларттарасшăн, - тет каччă. Малашлăха пысăк ĕмĕтсемпе пăхать вăл. Юратнă хĕрĕ те пур унăн. Етĕрне тăрăхĕнчен савнийĕ. - Мана Елчĕкре пит килĕшет. Эпĕ вĕреннĕ çĕрте урамра ỹсĕр çынсем нумай çỹретчĕç. Кунта халĕччен ỹсĕрсене курман. Çынсем те ырă кăмăллă, пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшаççĕ, - тет Игорь. Унтан: - Юрать патшалăх тăлăхсене хăй хỹттине илчĕ. Ăçта кайса кĕреттĕмччĕ эпĕ. Пуçлăхсене чĕререн тав тăватăп, - тесе хушса хучĕ. Чăннипех те çапла.

Сăн ỹкерчĕкре: Игорь Салагаев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика