Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăнăшсене тỹрлетме хушнă

22 февраля 2012 г.

Район прокуратури "Эмметево" сахал яваплă юлташлăхра ĕçпе тивĕçтерессин законодательствине мĕнле пăхăнса ĕçленине тĕрĕсленĕ, йĕркене пăхăнманнине тупса палăртнă. 1991 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче йышăннă (1032-1 номер) "Раççей Федерацийĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен" РФ Саккунĕн 3 пайĕн 25 статйипе килĕшỹллĕн ĕç паракансен халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органне кашни уйăхра вакантлă вырăнсем пуррипе çуккине пĕлтерме тивĕçлĕ. Тĕрĕслев çакна кăтартса панă: 2012 çулхи кăрлач уйăхĕнче предприятире вакантлă ĕç вырăнĕсем пулнă, анчах вĕсем çакăн çинчен халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăна пĕлтермен. Тупса палăртнă çитменлĕхсене тĕпе хурса "Эмметево" сахал яваплă юлташлăх директорĕ Юрий Лапшин тĕлĕшĕпе административлă право йĕркисене пăсни çинчен РФ Кодексĕн 19.7 статйипе килĕшỹллĕн ĕç пуçарнă, представлени тăратнă. Предприятире тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшĕпе тата халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăна вакантлă вырăнсем пуррипе çуккине кашни уйăхра пĕлтерсе тăма Елчĕк район судне иск заявленийĕ тăратнă. Тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерессипе мĕнле ĕçленине прокуратура тĕрĕслет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика