18 февраля 2012 г.
Пропискăна тăрас е пропискăран тухас тетĕр пулсан Раççей Федерацийĕн миграци службин Чăваш Республикин управленийĕн районсем хушшинчи уйрăмĕн Елчĕкри территори пунктне тата ял тăрăхĕсене пымалла. Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пропискăна тăрас, пропискăран кăларас ĕçсене тỹлевсĕр пурнăçлаççĕ. Пропискăран тухнă гражданин 7 кун хушшинче çĕнĕ адреспа пропискăна тăма тивĕç. Палăртнă вăхăтра пропискăна тăрса ĕлкĕреймесен ăна 1500 тенкĕ штраф тỹлеттереççĕ. Вăхăтлăх пурăнакан вырăнта пропискăран тухмасăр 90 кунран ытлашши юлма юрамасть. Ытларах пурăнас тесен вăхăтлăх прописка тумалла. Çакна яланлăх пурăнакан вырăнтан тухмасăр та тума пулать. Пропискăна вара икĕ енĕ те калаçса татăлнă вăхăтчен тума май пур. 14 çул тултарман ачасемшĕн пропискăна тăма, пропискăран тухма ашшĕ-амăшĕ е опекун заявлени çырать. Пропискăна тăма тата пропискăран тухма паспорт, 14 çул тултарайман ачасем валли çурални çинчен ĕнентерекен хут, ял тăрăхĕсенчен илнĕ яланлăх пурăнмалли заявлени форми кирлĕ. Енчен те гражданинăн хăй укçа тỹлесе илнĕ е приватизаци тунă хваттер пулсан, регистраци палати урлă çирĕплетнĕ патшалăх регистраци прави çинчен панă свидетельство е пурăнмалли лаптăкра пурăнма ирĕк паракан урăх документ пулмалла. Гражданин вăхăтлăх пропискăна тăрасшăн пулсан, Раççей Федерацийĕн миграци службин Чăваш Республикин управленийĕн районти территори пунктне паспортпа, ял тăрăхĕсенчен вăхăтлăх пурăнма ирĕк паракан заявленипе (1-мĕш номерлĕ форма) пымалла. Çар учетне тăма тивĕç граждансен попискăран тухас умĕн ял тăрăхĕн администрацине пырса çар учетĕнчен тухмалла, пропискăна тăрас тесен çар учетне тăмалла.