18 февраля 2012 г.
![Çĕр сум укçи мар, ырă ячĕ хаклă Çĕр сум укçи мар, ырă ячĕ хаклă](../Home/594//foto/zicanow.gif)
Мал ĕмĕтлĕ те пултаруллă, ĕçчен çамрăксене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине параççĕ. 2012 çулта ăна илсе тăма пирĕн районтан тăватă çамрăк тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри _ "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп агрономĕ _ Виктор Цыганов. Тип Тимешре пурăнакан, "Знамя" хуçалăхра бухгалтерта тăрăшакан Лидия Вячеславовна Цыганова, мăшăрĕ пурнăçран ытла çамрăкла уйрăлса кайнă хыççăн пĕри тепринчен пĕчĕкрех ывăлĕсемпе хĕрне _ Викторпа Сергее тата Ольăна пĕчченех пăхса ỹстернĕ. Асли те _ Виктор 6 çулта анчах пулнă ун чухне. Çывăх тăванĕсем пулăшнипе çирĕп кăмăллă хĕрарăм ачисене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ирхине ирех ĕçе тухса каякан амăшĕ кил-тĕрĕшри вак-тĕвек ĕçсене пурнăçлассине ытларах аслă ывăлĕ çине шанса хăварнă. Урăх никам çине шанмалли те пулман. 10 çулхи Виктор шкултан таврăннă хыççăн сăвакан ĕнипе пăрушне, сыснипе сурăхĕсене апат панă, ай сарăмне тасатнă, çулла ĕнине çывăхри хире çитерме илсе çỹренĕ. Каярахпа ăна çак ĕçсене тума Сергей шăллĕ пулăшнă. Ун чухне çуртсене хальхи пек "кăвак çулăм" ăшăтман, вутă-кăмрăкпа хутмалла пулнă. Арçын ачасем вара амăшĕ ĕçрен таврăннă çĕре каланкка та хутса пултарнă. Вăл вăхăтра ял çыннисене пахча çимĕçпе тымар çимĕç лаптăкĕсене çум курăкран тасатма пайласа паратчĕç. Цыгановсен ачисем çуллахи вăхăтра кашни çул амăшĕпе юнашар тăрса пай çинче те тăрăшнă. Ачаран пилĕкне авса ỹсни вара Виктора пурнăçра пулăшать. Паянхи саманара аслă пĕлỹ илмесĕр пурăнма та, ĕçлеме те çăмăл пулманнине ăнланса илнĕ çирĕп кăмăллă çамрăк Хусанти социаллă тата гуманитари пĕлĕвĕсен институтне вĕренме кĕнĕ, менеджер-экономист специальноçне алла илнĕ. Ялта çуралнă çамрăка хула пурнăçĕ илĕртмен, институтран вĕренсе тухнă хыççăн вăл чунĕ ыйтнипе тăван кĕтесех таврăннă. Хушма пĕлỹ _ агроном специальноçне алла илес тĕллевпе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Виктор хăйĕн вĕренĕвне ĕçре те çирĕплетет, вăл "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче агрономра ĕçлет. Ял хуçалăх предприятийĕ иртнĕ çул ỹсен-тăран отраслĕнче тунă çитĕнỹсенче Виктор Цыгановăн тỹпи те пысăк. Çавна май кооператив правленийĕн членĕсем ăна пĕр сăмахсăрах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн ятран паракан стипендине илме тивĕçлĕ пулнине палăртнă. _ Укçи мар, ырă ячĕ хаклă. Мĕн пурин умĕнче çакăн пек чыса тивĕçни хавхалантарать, тата яваплăрах пулма хистет. Çавна май малашне те тăрăшса ĕçлеме сăмах паратăп, _ тет вăл. Цыгановсен çемйинче ĕмĕрлĕхе асра юлмалли самантсем тата та пулнă: иртнĕ çулхи чỹк уйăхĕнче Виктор авланнă, çак ятпа вĕсем шеп туй кĕрлеттернĕ. Мăшăрĕ, Екатерина, Комсомольски районĕн хĕрĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, юрист специальноçне алла илнĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: Виктор Цыганов çамрăк агроном.