Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Борис Борлен кĕнекисем - Елчĕкри тĕп библиотекăра

15 февраля 2012 г.

 Борис Борлен _ эпикăлла поэзи ăсти. Вăл пурнăçри кирек хăш пулăма та сăвăласа çутатма пултарать. Унăн поэзийĕ, Митта Ваçлейĕ калашле, виçĕ пахалăха палăртать _ унта çунатлă ăс та, чĕлхен чăн илемĕ те, чун-чĕрен хĕрỹ хĕлхемĕ те тапса тăрать. Çакă сăвăç сассине çирĕплĕх кỹрет. Поэтăн канăçсăр та вичкĕн сăмахĕ халăх хуйхи-суйхине çивĕччĕн сăнарлать. Унăн хайлавĕсем _ сăввисемпе легендисем, поэмисем _ хаçат-журналта тăтăшах пичетленсе пыни тăван литературăна юратакансемшĕн хăйне евĕр парне. Унăн кĕнекисем Елчĕкри тĕп библиотекăшăн та пысăк парне пулса тăчĕç. Вулакансене поэт çырнă "Хуçаран килет хуçалăх", "Пурте пĕр тĕнчере пурăнатпăр", "Çулсем тата çынсем", "Сăмахăм самана çинчен" кĕнекисем кăмăла кайрĕç. Борис Борленăн малашне те тĕп библиотекăпа тачă çыхăну тытас кăмăл пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика