Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах малти ретре

15 февраля 2012 г.

Яланах малти ретре "Прогресс" АХО районта анчах мар, республикăра та малта пыракан хуçалăхсен йышĕнче. Кунта усă куракан çĕр лаптăкĕ 4125 гектар шутланать. 2011 çулта ял хуçалăх продукчĕсем туса илнинчен хуçалăх кассине 96 миллион та 6 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Таса тупăш 15 миллион та 129 пин тенкĕпе (1 гектар усă куракан çĕр пуçне 3668 тенкĕ) танлашнă. 2011 çулта общество членĕсем усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 155 центнер аш-какай, 685 центнер сĕт туса илнĕ. Иртнĕ çул продукци туса илесси 1 çын пуçне 11443 тенкĕпе, уйăхсерен тивекен вăтам ĕç укçи 10 000 тенкĕпе танлашнă. Ăнăçу вăрттăнлăхĕ _ хуçалăха анлă тавра курăмлă, çирĕп, ăста, саманапа тан утакан мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕ ертсе пынинче тата хуçалăхри кашни ĕçчен хуçалăх экономикине тĕреклетес, производствăна малаллах аталантарас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшса ĕçленинче, яваплăха туйнинче. Пĕчĕк тăкакпа ытларах продукци туса илсе ăна тупăшлă вырнаçтарасси ĕçченсен тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Нарăс уйăхĕн 10-мĕ-шĕнче "Прогрессем" 2011 çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетсе отчет пухăвне ирттерчĕç. Пуçтарăннисен умĕнче чи малтанах П.Скворцов директор сăмах илчĕ. 2011 çулхи ĕç-хĕл пирки каласа пачĕ тата малашлăх плансем çинче чарăнса тăчĕ ертỹçĕ. Ун хыççăн тĕп специалистсем, комплекслă бригадăсен бригадирĕсем, ĕçченсем тухса калаçрĕç, иртнĕ çулăн ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни кирек хăçан та тупăшлă пулнине, выльăх-чĕрлĕх йышне çулсерен ỹстерсе пымаллине лайăх ăнланаççĕ "Прогрессем". Мĕншĕн тесен çулталăк тăршшĕпех ял хуçалăх предприятийĕн шучĕ çине пырса кĕнĕ укçа-тенкĕн пысăк пайĕ выльăх-чĕрлĕх отрасльне тивĕçет. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 1738 (çав шутран сăвăнакан ĕне 500 пуç), сысна 4508 пуç шутланнă. Хуçалăхра сăвăм çултан çул ỹссе пыни савăнтарать. Иртнĕ çул пĕр ĕнерен 6011 килограмм сĕт (пурĕ 28250 центнер) сунă. Уйрăм дояркăсен кăтартăвĕсем тата та пысăк. Сăмахран, пĕр ĕнерен Нина Осипова _ 6529 килограмм, Светлана Ермакова _ 6290, Надежда Терентьева 6079 килограмм сĕт сума пултарнă. Сĕт _ тупăш çăл куçĕ. Иртнĕ çул кунта 26221 центнер сĕт сутăннă, çавна май хуçалăх кассине 34 миллион та 502 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. 1 килограмм сĕт туса илме 11 тенкĕ те 61 пус расхутланă пулсан, 1 килограмм сĕте 13 тенкĕ те 16 пуспа вырнаçтарнă. Аш-какай туса илессипе те тупăшлă ĕçлеççĕ хуçалăхра. Иртнĕ çул пурĕ 6381 центнер аш-какай туса илнĕ (виçĕм çулхинчен 121 центнер ытларах). Çав шутран 2249 центнерĕ _ мăйракаллă шултра выльăх, 4112 центнерĕ _ сысна ашĕ. Сысна какайĕ туса илесси уйрăмах тупăшлă пулнă. Пĕр килограмм сысна какай туса илме 66 тенкĕ те 81 пус расхутланнă пулсан, пĕр килограмм какая 70 тенкĕ те 75 пуспа сутнă. Сăмах май, "Прогресс" хуçалăх пĕлтĕр аш-какай туса илессипе республикăра пĕрремĕш вырăна тивĕçни, республика Пуçлăхĕн Дипломĕпе премине çĕнсе илни пирки маларах пĕлтернĕччĕ. Сысна тата ĕне фермисен коллективĕсем çултан çулах лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. Витесене реконструкцилес тата модернизацилес тĕлĕшпе çулсеренех пысăк ĕçсем пурнăçласа ĕçе механизациленĕрен хуçалăхра ĕç кăтартăвĕсем ỹссех пыраççĕ. Иртнĕ çул мăйракаллă шултра выльăхсен ỹт хушаслăхĕ 794, сыснасен 570 грамм пулнă. Татьяна Данилова ушкăнĕнчи сыснасен, Владимир Доброхотовпа Татьяна Романова ушкăнĕсенчи вăкăрсен тата Валентина Салмина ушкăнĕнчи пăрусен ỹт хушаслăхĕ талăкра 800-шер грампа танлашнă. Галина Петрова пăхакан пăрусем талăксерен 1 килограмм та 100 грамм ỹт хушнă. Сысна çури илессипе те ăнăçлă ĕçлеççĕ. Вăл пĕлтĕр 15 процент ỹснĕ, пĕр амаран 23 çура, тĕрĕслев амасенчен 7 çура илнĕ. Антонина Карсакова, сăмахран, тĕп амасенчен _ 27, Ирина Добронравова 26 çура илме пултарнă. Хуçалăхăн ăнăçлă аталанăвĕнче механизаторсемпе водительсен, ытти чылай ĕçченĕн тỹпи пысăк. Хуçалăх паянхи самана ыйтакан çĕнĕ йышши техникăпа çулсерен пуянланса пырать. Çавна май энергие перекетлеме тата пĕр харăсах тĕрлĕ ĕç пурнăçлама май паракан тĕрлĕ агрегатсемпе механизмсем питĕ кăткăс пулнăран вĕсемпе ĕçлеме пысăк тавра курăмлă, техникăна чунтан юратакан яваплă çынсене явăçтарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ ертỹçĕсем. Иртнĕ çул ỹсен-тăран культурисенчен хуçалăх кассине 1 миллион та 743 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1365 гектар çинче акса çитĕнтернĕ, 48309 центнер тĕш тырă пуçтарса илнĕ. Ял хуçалăх продукцине туса илес технологие çирĕп пăхăнни, минераллă удобренисемпе пĕлсе усă курни, пусă çаврăнăшне пăхăнса ĕçлесе пыни, пысăк продукци илме май паракан пахалăхлă вăрлăхсене ĕçе кĕртни хăйĕн çимĕçне парать. 2011 çулта пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 35,4 центнерпа танлашнă. Кунта çакна та асăнса хăвармалла. Кашни çулах хуçалăх ака тата вырма ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама, ĕç тухăçлăхне ỹстерме май паракан сахал мар техникăпа пуянланать. Иртнĕ çул çеç икĕ МТЗ-82 трактор, кăçал "AGROS" йышши комбайн туянма пултарнă (вăл "Нива" йышши 3-4 комбайна улăштарать). Çавна май вырма вăхăтĕнче уй-хирсенче ĕлĕкхи 20 комбайн вырăнне 6 комбайн анчах ĕçлет. Валерий Куприянов, Владимир Кудрявцев, Сергей Муллин, Виталий Чувайкин, Дмитрий Кучков комбайнерсем яваплăха çирĕп туйнăран тата ĕçе тĕплĕн пĕлнĕрен çулсеренех çĕнтерỹçĕсен йышĕнче. Фермăсене тĕпрен юсассипе чылай ĕç пурнăçланине асăнтăмăр. Иртнĕ çул Патреккелте 2300 пуç вырнаçмалăх çамрăк сысна çурисен витине хута ярса çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Маларах сыснасене çăвăрлаттармалли витене те тĕпрен юсаса Данире туса кăларакан оборудованин пĕтĕм комплексне вырнаçтарнă, витене бокс-секцисене пайланă. Çакă сысна çури туса илес технологие çирĕп пăхăнма май панине палăртаççĕ. Ĕне фермисенче те пысăк юсав ĕçĕсем иртнĕ. Патреккелти ĕне ферминчи витесенче фуражпа тивĕçтермелли кормопровод вырнаçтарнă, çамрăк пăрусене усрама уйрăм пỹлĕмсем туса панă. Кăçал вара сысна амисене искусственнăй майпа пĕтĕçлентермелли витене хута ярасшăн. Пухура район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Евгения Михайлова тухса калаçрĕ. "Прогресс" акционерсен хупă обществи районти чылай ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулнине, район экономикине çирĕплетессинче пысăк тỹпе хывнине палăртрĕ вăл, ĕçченсене малашне те пысăк çитĕнỹсемпе палăрма сĕнчĕ. Агропромышленноç комплексне аталантарассинче пысăк тỹпе хывнă ĕçченсене хавхалантарасси _ чи савăнăçлă самант. Ĕçре малта пыракан Татьяна Данилова свинаркăпа Леонид Иванов механизатор (Тỹскел ялĕ) Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин, Татьяна Антонова (Элекçей Тимеш) свинаркăпа Ирина Адюкова телятница (Елчĕк ялĕ) район администрацийĕн Хисеп хучĕсене тата хаклă парнесене тивĕçрĕç. Çавăн пекех ĕçре палăрнă ытти ĕçченсене те парнесемпе хавхалантарчĕç. "Варкăш" тата "Туслăх" ушкăн членĕсем уй-хир ĕçченĕсен тата выльăх-чĕрлĕх фермисенче тăрăшакансен ячĕпе хатĕрленĕ концерт кашнин кăмăлне çĕклерĕ. Е.ПЕТРОВА. Сăн ỹкерчĕкре: П.Скворцов Антонина Карсакова свинаркăна чыслать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика