15 февраля 2012 г.
70-мĕш çулсен варринче Елчĕкри "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕн рабочийĕсем Анатолий Горшковпа Юрий Миронов, Аслă Таяпа вăтам шкул директорĕ Геннадий Каринкин, Карл Маркс ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ Виталий Скворцов тата Николай Рукавишников, Лаш Таяпари Анатолий Дмитриев, Зинон Иванов, Петр Попов, Анатолий Кондратьев тата Николай Самсонов республикăри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнатчĕç. 1980 çулта Калининград облаçĕнче пулса иртнĕ Пĕтĕм Раççейри "Урожай" ирĕклĕ спорт обществин чемпионатĕнче Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕн П.А.Поповăн кĕçĕн шăллĕ, Лаш Таяпа вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă Юрий Попов виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ, РСФСР спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Тепĕр виçĕ çултан Липецк облаçĕнче пулса иртнĕ çĕр-шыв чемпионатĕнче 22 регионти 120 ытла атлет вăй виçрĕ. Çак ăмăртусенче Липецк тата Ярославль облаçĕсен, Алтай тата Краснодар крайĕсен, Пушкăртстан тата Тутарстан республикисен вăйлă командисене хыçа хăварса, Чăваш Енĕн туслă команди мала тухрĕ. Çĕнтерỹçĕ-команда чысне ун чухне республикăри пирвайхи спорт мастерĕсем Анатолий Горшковпа Юрий Попов, çавăн пекех унăн аслă пиччĕшĕ Петр Попов тата тĕрлĕ районти пăхаттирсем хỹтĕлерĕç. Шупашкарти строительство техникумне пĕтернĕ тата Совет Çарĕнче икĕ çул хĕсметре пулнă хыççăн РСФСР спорт мастерĕ Ю.Попов тăван "Слава" колхозра тата Кỹкеçри райпо правленийĕн председателĕн çумĕнче, çĕнĕ XXI ĕмĕрте вара Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕнче вăй хучĕ. Ăçта ĕçлесен те, Юрий Алексеевич кире пуканĕ йăтнă, волейболла вылянă, çемйипе пĕрле йĕлтĕрпе ярăннă. Кăçал та республикăри парламент спикерне канмалли кунсенче хоккей площадкинче тата йĕлтĕр йĕрĕ çинче курма пулать. Республикăри физкультурăпа спорт мероприятийĕсен 2012 çулхи календарлă планĕ çĕнĕ ăмăртусемпе пуян. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, вăлах "Урожай" ФСО республикăри Канашĕн ертỹçи С.В.Павлов сĕннипе февралĕн 18-мĕшĕнче Чăваш ял хуçалăх академийĕн спорт залĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн Ю.А.Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн уçă I турнир ирттерме йышăннă. Юрий Алексеевич ентешĕсем çак савăнăçлă хыпара ырласа йышăнчĕç. Çĕнĕ Эйпеçре çуралса ỹснĕ спорт мастерĕн кандидачĕ, кире пуканĕ спорчĕн районти федерацийĕн председателĕ О.Н.Федоров пĕлтернĕ тăрăх, çак яваплă турнира хутшăнма паян çирĕме яхăн атлет хатĕрленет. Чи малтанах Лаш Таяпа ял тăрăхне кĕрекен ялсенче çуралса ỹснĕ, "Слава" колхоз председателĕн çумĕнче тата ял Канашĕн председателĕнче ĕçленĕ 72 çулхи Геннадий Туманова, пĕрремĕш разрядлă спортсменсене Леонид Ильина тата Леонид Князева, республикăри шкул ачисен кăçалхи спартакиадин иккĕмĕш призерĕсене Владислав Ивановпа Марина Никитинăна палăртас килет. Вĕсем пурте паян Ю.А.Попов парнисене çĕнсе илессишĕн пулса иртекен турнирта малти вырăнсене йышăнма хатĕр. Ăмăртусен тĕп судйи те пирĕн ентешех _ Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пĕтĕм Раççей категориллĕ судья З.П.Иванов (Лаш Таяпа). Петр СИДОРОВ.