11 февраля 2012 г.
Таварсене ваккăн сутакан районти предприятисенче халăха куллен кирлĕ таварсен хакĕсене тĕпченĕ. Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне хаксем иртнĕ эрнерипе танлаштарсан, тĕрлĕрен. Сĕт (1 литрĕ 32 тенкĕ), чăх çăмарти (10 штукĕ 41,67 тенкĕ), сахăр песукĕ (1 килограмĕ 28,25 тенкĕ), тăвар (1 килограмĕ 10,75 тенкĕ), тулă çăнăхĕ (1 килограмĕ 14,5 тенкĕ), ыраш тата ырашпа тулă çăнăхĕсенчен хатĕрленĕ çăкăр (1 килограмĕ 17,86 тенкĕ), тулă çăнăхĕнчен хатĕрленĕ çăкăр тата çăкăр булка изделийĕсем (1 килограмĕ 30 тенкĕ), вермишель (1 килограмĕ 18 тенкĕ), купăста (1 килограмĕ 5 тенкĕ) хăйсен хакĕсене улăштарман. Вир кĕрпин хакĕ 1 тенкĕ (1 килограмĕ 15 тенкĕ), рис _ 1 тенкĕ (1 килограмĕ 27,5 тенкĕ), пан улми _ 1,5 тенкĕ (1 килограмĕ 43 тенкĕ), тип çу _ 2 тенкĕ (1 килограмĕ 65,5 тенкĕ), хура тул кĕрпи _ 1 тенкĕ (1 килограмĕ 41,75 тенкĕ), услам çу _ 2,17 тенкĕ (1 килограмĕ 230,5 тенкĕ) чакнă. Чăх ашĕн (окороксăр пуçне) хакĕ 1,67 тенкĕ (1 килограмĕ 107 тенкĕ), шăнтнă пулă хакĕ 1 тенкĕ (1 килограмĕ 83 тенкĕ) ỹснĕ.