Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлес хавхаланăва ỹстерет

11 февраля 2012 г.

 Ялта пурăнма условисем çителĕклĕ паян. Тăрăшса ĕçлеме, пултарулăха аталантарса пыма çеç ан ỹркен. 2003-2011 çулсенче Чăваш Республикин "Çамрăк çемье" программипе килĕшỹллĕн _ 160, Раççей Федерацийĕн "Пурăнмалли çурт-йĕр" программин çум программипе №2006 çултан ĕçлеме пуçланă№ _ 81, "Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" программăпа 69 çамрăк çемье тата ял хуçалăхĕнче ĕçлесе пурăнакан 93 специалист çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарнă. "Ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăксене çурт-йĕр çĕклеме патшалăх пулăшу панăранах эпир хамăрăн пурнăçа тăван ялпа çыхăнтарма шутларăмăр", _ тĕрлĕ сферăра тăрăшакан çамрăксем çапла каланине час-часах илтетĕп. Курнавăш ял тăрăхĕнче Çĕнĕ Пăва ялĕнче пурăнакан Алина Николаевнăпа Александр Зинонович Семеновсем те ял пурнăçне юратнине пытармаççĕ. "Сатурн" хуçалăхра тăрăшать çамрăк мăшăр. Иртнĕ çул Семеновсем "Ялăн социаллă аталанăвĕ" программăпа усă курчĕç, çавна май патшалăх пулăшăвĕпе çурт-йĕр хăпартас ĕçе вĕçлерĕç. _ Çурт-йĕр хакĕн 70 процентне патшалăх саплаштарни пирĕншĕн пысăк пулăшу пулчĕ. Ĕçлеме те, пурăнма та хавхалантарчĕ вăл пире, _ кăмăллăн пĕлтерет паянхи кун дояркăра тăрăшакан Алина, кирек хăш ĕçре те пултаруллине кăтартса пама ĕлкĕрнĕскер. Çамрăксем иккĕшĕ те çак ялтах çуралса ỹснĕ. Пĕрне-пĕри ачаранах пĕлнĕ. Александр шкул пĕтерсен _ водитель, Алина ветеринар профессийĕсене алла илнĕ. Çемьере икĕ ывăл çитĕнет. Данил 2-мĕш, Павел 6-мĕш класра пĕлỹ илеççĕ. Семеновсем мăшăрлансанах кивĕ çурт туяннă. Хуралтăсене çĕнĕрен çĕкленĕ вĕсем, унтан çурт-йĕр хăпартнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика