11 февраля 2012 г.
Патăрьелĕнчи 7-мĕш профтехучилищĕн спорт залĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕн В.И.Волковăн призĕсене çĕнсе илессишĕн волейболистсен турнирĕ иртнĕ. Турнира шкулсенче, профтехучилищĕсенче вĕренекенсем хутшăннă. Пуçласа иртнĕ турнирта пĕтĕм командăсене çĕнтерсе Елчĕксем пĕрремĕш вырăна тухнă, куçса çỹрекен кубока тивĕçнĕ. Кашни çĕнтерỹçĕне дипломсемпе, хаклă призсемпе чысланă. Район чысне Курнавăшри, Çĕнĕ Пăвари, Тĕмерти, Çирĕклĕ Шăхальти шкулсенче вĕренекенсем хỹтĕленĕ. Пĕрлештернĕ командăна О.Осипов (Çирĕклĕ Шăхаль), А.Константинов (Курнавăш) хатĕрленĕ. Сăн ỹкерчĕкре: çĕнтерỹçĕ-команда.