Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трихинеллезпа финнозран сыхланар

11 февраля 2012 г.

 Çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕ пулсан та канмалли кунсенче е пĕр-пĕр паллă куна уявлама çут çанталăка тухасси, аш-какайран шашлăк, яшка тата ыт. те пĕçересси йăлана кĕнĕ. Анчах пĕлмесĕр туяннă, ветеринарипе санитари экспертизи витĕр тухман аш-какая çини паразитлă чирсене пуçарса яма пултарать. Çакăн пек чирсен шутне трихинеллезпа финноз кĕреççĕ. Трихинеллез выльăхсемшĕн, çынсемшĕн те хăрушă. Унпа килти сысна, хир сысни, упа, тилĕ, кашкăр, йытă, кушак тата ытти кăшлакан чĕр чунсем чирлеççĕ. Килти сыснасен чĕрĕ, пĕçермен аш-какая, сунарта тытнă тискер кайăксен виллисене, тискер кайăксем вăрманти чĕр чун виллисене çисе чирлеме пултараççĕ. Çынсем вара чирлĕ выльăх ашне çисе сиенленеççĕ. Чир ерсен сыснасем сỹрĕкленеççĕ, апата татса çимеççĕ, нăйкăшаççĕ. Ỹт температури ỹсет, куçĕсем шыçăнаççĕ, ỹт çине шатра тухать. Чир вăй илсен _ вар-хырăм пăсăлать, ỹслĕк ерет, начарланса кайса вилме пултарать. Чире выльăха пуснă хыççăн тин тупса палăртаççĕ. Мĕн пур килти сыснан, хир сыснин, упан, нутрин аш-какайне лабораторире трихинеллескопи тăваççĕ. Трихинелла _ тỹсĕмлĕ хурт, вăл тĕтĕмленĕ, тăварланă какайра та вилмест. Çак чирпе уйрăмах сало, ветчина, пиçнĕ кăлпасси, сосиска, пельмен, шашлăк çинĕ хыççăн сиенлеме пулать. Финнозпа мăйракаллă шултăра выльăх, килти сысна, хир сыснисем чирлеççĕ. Паразитсене сарма пулăшаканĕ _ çак хуртсемпе аптăранă çын. Пулса çитнĕ личинкăсем каяшпа пĕрле тухаççĕ, унта пинĕ-пинĕпе çăмарта. Финнозпа сыснасем, ĕнесем çыннăн каяшĕпе, çăмартасемпе вараланнă апат çисе, шыв ĕçсе сиенленеççĕ. Çăмартаран выльăх хырăмлăхĕнче тĕвĕсем аталанаççĕ. Вăл юн тăрăх пĕтĕм организма сарăлать. Тĕвĕсем ытларах чĕлхе, чĕре, скелет мышцисем çинче, куç, пуç миминче аталанаççĕ. Вĕсем унта 2,5-4 уйăхран çитĕнсе çитеççĕ, 6 çула çитиччен пурăнаççĕ. Çак чирсемпе сиенленнĕ выльăхăн какай тушки çинче пăрçа евĕрлĕ çутă хăмпăсем темиçе çĕр пин таран пулма пултараççĕ. Чирлĕ выльăх ашне лайăх ăшаламасан, пĕçермесен, чĕрĕ фарша тутанса пăхсан паразит çынна ерет. Çыннăн çинçе пыршинче вĕсем 2-3 уйăхран пулса çитеççĕ, вăрах вăхăт пурăнаççĕ. Çак чирсем çынсен организмне ан лекчĕр, выльăхсем хушшинче ан сарăлччăр тесен çак сĕнỹсене çирĕп пăхăнмалла: _ аш-какай тата унран хатĕрленĕ продуктсене пĕлмен çынсенчен туянмалла мар. Мĕнле аш пулнине пĕлмесĕр апат-çимĕçре усă курма юрамасть; _ сунарта тытнă упа, хир сысни, пурăш ашне апат-çимĕçре усă куриччен малтан трихинеллез чирĕ пуррипе çуккине ветеринарипе санитари экспертизи туса тĕрĕслемелле; _ чĕрĕ фарша тутанса пăхма та юрамасть; _ хуçалăх территорийĕсенче хăтлă, таса туалетсем пулмалла; _ хуçалăхсенче кăшлакан чĕр чунсене тĕп тăвассипе çине тăрса ĕçлемелле, хатĕрленĕ выльăх апатне вĕсем сиенлесрен сыхланмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика