Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăл тухтăрĕсен ĕçĕпе кăмăллă

08 февраля 2012 г.

Шăл тухтăрĕсен ĕçĕпе кăмăллă Паянхи пурнăçа çăмăл мар текенсем тупăнаççĕ те, иртнĕ ĕмĕртипе танлаштарма çуках ăна. Калăпăр, шăл ыратни те тем пек нушаччĕ. Çĕрĕпе çывăрайман хыççăн район центрне каяттăн. Унта вара черет тем вăрăмăш. Кунĕпе ларса аран-аран тухаттăн больницăран. Унтан каллех шухăш: яла мĕнле çитмелле? Халĕ вара район çынни шăл аптăратнăшăн кулянмасть: район центрĕнче çеç мар, ялсенче те ылтăн алăллă шăл тухтăрĕсем çителĕклĕ. 5 шăл врачĕ, 6 стоматолог Елчĕксем сывă та илемлĕ шăлсемпе çỹреччĕр тесе тăрăшаççĕ. Виçĕм çул ача-пăча поликлиникинче ятарлă шăл кабинечĕ уçăлнă. Иртнĕ çул района çĕнĕ специалист килни те ырă пулăм. А.Алексеев шăл тухтăрĕ хальхи вăхăтра Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче ĕçлеме пуçланă. Ял çыннисем районти шăл тухтăрĕсен ĕçĕпе кăмăллă. Ватăсем ортопеди цехĕ пулнишĕн те хавас. Сăн ỹкерчĕкре: районти шăл тухтăрĕсем канашлаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика