08 февраля 2012 г.
1992 çулта çуралнă тата çамрăкрах йывăр атлетсем Етĕрнере ăмăртнă. 50 килограмлă атлетсенчен Елчĕкри Владимир Викторов пĕрремĕш, Курнавăшри Василий Новиков иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Ытти штангистсен те кăтартăвĕсем аван: 46 килограмлă атлетсенчен Дмитрий Зайцев (Çĕнĕ Пăва) _ виççĕмĕш, 56 килограмлисенчен Сергей Грибов (Çĕнĕ Пăва) _ иккĕмĕш вырăнсенче. Курнавăшри Денис Николаев, Александр Иванов, Çĕнĕ Пăвари Павел Аверьянов, Елчĕкри Андрей Александров та командăна очкосем панă. Патреккелĕнчи Петр Филимонов хăйĕн виçинче пĕрремĕш спорт разрячĕн нормативне тултарнă. Хĕрсенчен Çĕнĕ Пăвари Екатерина Ертмакова, Аслă Пăла Тимешри Маргарита Портнова хăйсен виçисенче иккĕмĕш вырăна тухнă. Арçынсенчен район команди иккĕмĕш, хĕрсем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.