Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кил ăшши хăват парать

08 февраля 2012 г.

Чăваш Республикин 2009 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнчи "Пурăнмалли çурт-йĕр хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн районти нумай ачаллă тăватă çемье çĕнĕ хваттерсене куçнă. Патшалăх нумай ачаллă çемьесене пур енлĕн пулăшма тăрăшать. Çемье мĕн чухлĕ çирĕпрех, пирĕн патшалăх çавăн чухлĕ тĕреклĕрех. Çемье, амăшĕпе ачи _ правительствăшăн пĕрремĕш вырăнта. Ял ĕмĕртен ача-пăчан савăнăçлă сассипе илемлĕ. Çемье ăшшине ачасенче курнăран çичĕ ачана пурнăç парнелерĕм. Шел, пĕри сарăмсăр çĕре кĕчĕ. Ултă тĕпренчĕкпе пĕчĕк пỹртре кăштăртса пурăнаттăмăр. Çĕннине туса унта куçса пурăнма ĕмĕтленеттĕмĕр. 26 çул ача-пăча садĕнче воспитатель помощникĕнче тăрăшатăп эпĕ. Няньăн шалăвĕ нихăçан та пысăк пулман. Тỹрех каласа хăварам, кăçал воспитательсемпе вĕсене пулăшаканĕсен ĕç укçине ỹстерчĕç. Патшалăх пирĕн çине те тимлĕх уйăрни пит савăнтарчĕ. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен мăшăра та укçи-тенкине пит тыттармаççĕ. Çавăнпа та çăмăл мар нумай ачаллă çемьесен пурнăçĕ. Çапах нăйкăшман, патшалăха шанса пурнăç пиллемен эпир вĕсене. Ачасен ырлăхĕшĕн пи-лĕке самаях авнă, аватăп та. Пĕр çĕрте кăна ĕçлеместĕп. Пус çумне пус хушса йỹнеçтеркелесе пурăнатпăр. Кил ăшши пурри хăват парать те пире. 2009 çул пирĕн асран нихăçан та тухмĕ. Патшалăх пире тỹлевсĕр 84 тăваткал метрлă çĕнĕ хваттер пачĕ. Ăшă та çутă пỹлĕмсемшĕн ачасем пит хĕпĕртеççĕ. Аслисем _ Алина, Оля, Наташа професси илсе тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Гена, Алеша, Павел шкулта вĕренеççĕ. Иккĕмĕш хĕл каçатпăр ырлăхра. Эпир кун пек хăтлăха тĕлĕкре те тĕлленмен. Раççей, Чăваш Ен Правительствисем пирĕн пек нумай ачаллă çемьесем çинчен манманни савăнтарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика