08 февраля 2012 г.
Мĕн пĕчĕкрен ĕçлеме хăнăхтарнă пире атте-анне. Вăтăрмĕш-хĕрĕхмĕш çулсенче çуралнă ача-пăча ĕçе кỹлĕнсе ỹснĕ. 2011 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Президенчĕн Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята пама право пур граждансен ушкăнĕ çинчен" указ кăларнă. Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ районти 528 çын çак сумлă ята илме заявлени тăратнă. Хальлĕхе 11 ватă хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Кĕçĕн класра вĕреннĕ чухнех тăван колхоза пулăшма çỹреттĕмĕр: çум курăк çумлама, тырă-пулă çулма, утă-улăм купалама... Пучахне те сахал мар пуçтарнă. Аслă Елчĕкри шкулта 5-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн бригадăра тĕрлĕ ĕçе хутшăннă. Каярах ĕне фермине ĕçе вырнаçрăм. Пăру пăхнă, вăкăр самăртнă çĕрте чылай çул вăй хума тиврĕ. Дояркăра та нумай çул тăрăшрăм. Пур ĕçе те юратса, тăрăшса пурнăçланă. Манпа пĕрле ĕçленĕ Г.Татмина пысăк наградăна тивĕçнĕрен "Ĕç ветеранĕ" ята унчченех илнĕ. Эпĕ вара çак ята тивĕçейменшĕн чăннипех те нумай пăшăрханнă. Наградисем манăн та çук мар-ха, Тав хучĕсем, грамотăсем темĕн чухлех. Алла çыхмалли сехете тата ытти парнесене те тивĕçнĕ. 40 çул ытла пилĕк авни харама каймарĕ, хисеплĕ ят пачĕç. Ырă ят чăн ылтăн пек... Ĕçлекенсене хисеп туни пит вырăнлă. Республикăра ман пек чыса тивĕçнисем çĕршерĕн.