08 февраля 2012 г.
Ял медицинине модернизацилесси çулран çул лайăхланса пырать. Эпир ăна хамăрăн кулленхи ĕçре лайăх куратпăр. Ялта пурăнакансене паха медицина пулăшăвĕ парасси _ влаç органĕнче тăракансен чи пысăк ĕçĕ. Мĕн пытармалли, вунă çул каяллах васкавлă пулăшу ĕçченĕсем пирки сỹрĕкрех калаçнине илтме те тỹр килетчĕ. Инçетри ялсене васкавлăн çитейменшĕн пăшăрханатчĕ халăх. Чăннипех те çаплаччĕ. Хĕлле, çуркунне инçетри ялсене юр хỹсе лартатчĕ, пылчăк çăрăлатчĕ, автомашинăпа кĕме çукчĕ. Çул-йĕр ыйтăвĕ çивĕч тăратчĕ районта. Çавăн пекех бензинĕ те çителĕксĕрччĕ. Халĕ вара районти кашни яла асфальтлă çул тăсăлса выртать. Эпир чĕннĕ çĕре çил пек вĕçтерсе çитетпĕр. Пĕрремĕш пулăшу пама кирлĕ хатĕрсем, эмелсем пурте пур. Çунтармалли материалсене те çителĕклĕ таран уйăраççĕ. Васкавлă пулăшура ĕçлекенсен канăçсăр ĕçне патшалăх влаçĕнче ларакансем ăнланни вĕсене чыс кỹрет. 2006 çултан пире патшалăх субсиди парса хавхалантарать. Çакă, паллах, шурă халатлă ĕçченсен ĕçлес кăмăл-туйăмне, яваплăхне ỹстерет. Васкавлă пулăшура ĕçлекен тухтăра 5000, фельдшерсене 3500 тенкĕ хушма укçана кашни уйăхрах параççĕ. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр çын сывлăхĕшĕн кĕрешекен ĕçченшĕн пысăк пулăшу ку. "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн васкавлă пулăшу уйрăмне çĕнĕ автомашинăсем уйăрчĕç. Эпир, фельдшерсем, хальхи йышши "Газельсемпе" районти ялсене кĕске вăхăтрах çитсе чирлĕ çынна пĕрремĕш пулăшу пама пултарнăшăн хавхаланса ĕçлетпĕр. Коллективри кашни ĕçчен _ врач-и вăл е фельдшер, хăй суйласа илнĕ сăваплă профессине _ çын пурнăçне çăлассине _ хăйĕнчен килнине пĕтĕмпех пурнăçлать.