08 февраля 2012 г.
"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма çирĕп апат никĕсĕ хывса хăварнă. Çавна май кунта хĕл тапхăрĕнче те сăвăм чакмасть. Ĕне выльăхсене утăпа, сенажпа, тĕш тырă сенажĕпе ытлăн-çитлĕн тăрантарнипе пĕрлех вĕсен рационĕнче ытти тутлăхлă хушма апатсем те _ жом, урпа пăтти, тăварпа пурă тĕп вырăн йышăнаççĕ. _ Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче, вĕсене мĕн чухлĕ лайăх апатпа тăрантаратăн, çавăн чухлĕ ытларах пахалăхлă сĕт туса илетĕн,- тет ферма заведующийĕ Алексей Носов. Çапла майпа кунта хальхи вăхăтра куллен кашни ĕнерен 18 килограма яхăн сĕт сăваççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕ кăçалхи кăрлач уйăхĕнче патшалăха 1230 центнер пахалăхлă сĕт сутнă. Халĕ ĕнесем шăпах ушкăнпа пăруланă вăхăт. Пăрусем сывă та тĕреклĕ çитĕнеççĕ. Çавна май малашне сĕт туса илесси тата ытларах пулмалла. Пăрулаттаракан уйрăмри Любовь Изратовăпа Валентина Смирнова дояркăсем хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче сăвăнакан ĕнесен кĕтĕвне çĕнетесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ, вĕсене искусствăллă майпа анчах пĕтĕлентереççĕ. Надежда Носова çак ĕçре 30 çула яхăн тăрăшать. Валентина Изратова дояркăн кăтартăвĕсем яланах чи пысăкки. Сăмах май, ял хуçалăх производствинче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Валентина Ивановна "Ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята илме тивĕç пулнă. Лариса Головина, Елена Григорьева, Елена Кузьмина та унран юлмаççĕ. Дояркăсен пĕрремĕш пулăшаканĕсем _ Владислав Изратов, Николай Мазюкин, Марат Хусмутдинов хăйсен шанăçне тивĕçлипе тỹрре кăлараççĕ. Алевтина Носовăпа Галина Изратова тата Алевтина Теллина вара пăру пăхнă çĕрте тимлеççĕ. Сăн ỹкерчĕкре: ĕне ферминче тăрăшакансен пĕр ушкăнĕ.