Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар чаçĕ диплома тивĕçнĕ

08 февраля 2012 г.

 Чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас тата пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен ятарлă комиссин анлă ларăвĕнче иртнĕ çулхи ĕç итогне пĕтĕмлетнĕ тата кăçалхи задачăсене палăртнă. Ларăва комисси председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый ертсе пынă. Унта комисси членĕсемпе пĕрле аварипе пулăшу службин ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ А.Клементьев доклад туса панă. Ăна сỹтсе явма пушар хурал тата газ службисен ертỹçисемпе специалисчĕсем хутшăннă. Иртнĕ çул лайăх ĕçленĕ службăсене район администрацийĕн пуçлăхĕн тав хучĕсемпе чысланă. Елчĕкри 44-мĕш пушар чаçĕ вара чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе яма пулăшнă çĕрте пуçарулăх кăтартнăшăн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн дипломне тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика