08 февраля 2012 г.
Юрий Георгиевич Ильин параолимпиец районта çеç мар, çĕр-шыври паллă спортсмен. Вăл 2001 çулта спорт мастерĕн, 2002 çулта тĕнче класлă спорт мастерĕн ятне çĕнсе илнĕ. Элекçей Тимешре çуралса ỹснĕ маттур йĕкĕт Раççейĕн вунă хут чемпионĕ (1994-2004), Раççей чемпионачĕн призерĕ (1998), Европа чемпионачĕн пăхăр призерĕ (1997) пулнă. Ю.Ильин 1996 çулта тĕнче чемпионатĕнче 4-мĕш вырăн йышăннă. Сусăрланнă спортсменсем хушшинче çуна-йĕлтĕрпе чупассипе Раççей команди йышĕнче параолимпиада вăййисене хутшăннă, 5, 10, 15 км дистанцисенче ăмăртнă. Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Юрий Георгиевич хăйĕн çур ĕмĕрхи юбилейне паллă тăвать. Вăл Шупашкарта пурăнать.