Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕрçĕсене ăмăртăва чĕнеççĕ

08 февраля 2012 г.

Виçĕм кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. "2009-2015 çулсенче нумай хваттерлĕ çуртсене электричествăпа, ăшăпа, шывпа тивĕçтернине шутлакан приборсем вырнаçтарасси" районти тĕллевлĕ программăна мĕнле пурнăçласа пынипе капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Петров паллаштарчĕ. Район центрĕнче нумай хваттерлĕ 38 çуртран 33-шне шыв пырса кĕрет. Вĕсене шывпа тивĕçтернине шутлакан прибор вырнаçтарнă. Çак тĕллевпе 2011 çулта 86 пин тенкĕ тăкакланă. Электричествăпа усă курнине шутлакан приборсене кашни çуртра вырнаçтарнă. Юлашки çулсенче нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенчи хваттерсене вĕсен хуçисем уйрăммăн хутса ăшăтассине йĕркене кĕртнĕ. Централизациленĕ майпа ăшă парса тăракан пĕр çурта ăшă панине виçекен прибор вырнаçтарнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин кашни çурта сивĕ шыв кĕртессине, вĕсенче шыв виçекен приборсем вырнаçтарассине кăçалах вĕçлемеллине палăртрĕ. "Елчĕк районĕнчи муниципаллă библиотекăсене 2020 çулччен аталантарасси" тĕллевлĕ программăна мĕнле пурнăçласа пыни çинчен ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотека директорĕ Л.Зайцева каласа пачĕ. Иртнĕ эрнере те район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ял тăрăхĕсенче граждансемпе ирттерекен тĕл пулусене хутшăннă. Канашлура вăл ял çыннисем панă ыйтусемпе паллаштарчĕ. Вĕсене пурне те шута илнĕ, ыйтусене татса параççĕ. Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ _ 2012" ăмăрту иртет. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый пĕлтернĕ тăрăх _ Елчĕкри Ырсамай культурăпа кану паркĕнче иртекен ăмăртăва район центрĕнчи предприятисемпе организацисенчи, Елчĕкри, Патреккелти шкулсенчи йĕлтĕр-çĕсем пуçтарăнаççĕ. Ытти çĕрте ăмăртăва ял тăрăхĕсенче йĕркелеççĕ. Ăмăртусем 12 сехетре пуçланаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика