04 февраля 2012 г.
Юлашки çулсенче рак чирĕ питĕ хăвăрт сарăлма пуçларĕ. Ун хăрушлăхĕ çинчен илтмен çын та юлмарĕ пулĕ. Пĕр сăмахпа каласан, рак вăл _ шыçă чирĕ. Шыçăсем вара икĕ тĕрлĕ пулаççĕ: пĕрисем куçа курăнаççĕ, теприсем _ çук. Куçа курăнаканнисем этемĕн ỹчĕ çинче пулаççĕ. Вĕсене курма та, тытса пăхма та пулать. Вĕсен йышне çуралнă чухнех е кайран тухнă тур паллисем, ỹт çине хăпарса тухнă шыçăсем кĕреççĕ. Вĕсем янах айĕнче, кăкăрта, çăварта, хăлхара, сăмса, тута çинче тĕл пулаççĕ. Тур паллисем пур çынсем нумай. Вĕсем кирек ăçта та пулма пултараççĕ. Ỹт çинче хăпарса тăраканнисем усал шыççа куçма пултараççĕ. Çавăнпа ун пек çынсен хĕвелрен пытанни вырăнлă. Шыçăсене хĕвел çинче хĕртсен е чăрмаласа суранлатсан, хими им-çамĕсем лектерсен вĕсем хăрушă шыççа куçма пултараççĕ. Тур палли тата хурарах тĕслĕ шыçăсем уйрăмах хăрушă. Хăш-пĕр тур палли çинче çỹç пĕрчисем ỹсеççĕ. Çемçе çỹç пĕрчи ỹсекенсен уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Вĕсене кĕçĕтнĕ вăхăтра чĕрнепе ỹте татса ярсан усал шыççа куçас хăрушлăх пур. Çавăнпа та тур паллинчи çỹç пĕрчисене туртса кăларма юрамасть. Вĕсене тăтăшах духи, одеколон, тĕрлĕ косметика кремĕсем сĕрме юрамасть. Çулла чылайăшĕ хĕвел çинче хĕртĕнсе выртма кăмăллать. Ỹте шоколад тĕслĕ тăваканнисем те пур. Çакăн пек хĕртĕнни питĕ сиенлĕ. Юн пусăмĕ хăпарнипе пĕрлех тур паллисем усал шыçă чирне яма та пултараççĕ. Çу, çĕртме уйăхĕсенче хĕвел усăллă. Каярахри уйăхсенче хĕвел çинче выртни сиенлĕ. Çу кунĕсенче ĕçленĕ вăхăтра та мăйсене хупламалла, вăрăм çанăллă кĕпе, пуçа шĕлепке тăхăнмалла е тутăр çыхмалла. Кĕпе-шăлавар та синтетикăран çĕлени пулмалла мар. Рака куçма пуçланă паллăсем мĕнле-ха? Тур паллисем хăпарма пуçлаççĕ, кĕçĕтеççĕ. Хыçнăçемĕн малтан ыррăн туйăнаççĕ, кайран ыратма пуçлаççĕ. Çын çĕрле ыратнипе вăранса та каять. Кăнтăрла çỹренĕ чухне кĕпе лексе тăрсан та ыратма пуçлать. Унтан хĕрелет, юнлă шыв тухать. Каярахпа юнлă-пỹрлĕ ỹт хытса каять, ăна татса ярсан каллех юн тухать, шыçă ỹсме пуçлать. Çакăн пек ỹкерчĕке тĕл пулсан тỹрех тухтăр патне васкамалла. "Вăхăт çук, кайран каятăп", _ тени вырăнсăр ку чухне. Çавăн пекех хул айĕнче, мăй çинче шыçăсем пуррине, температурăна, шыçă йĕри-тавра хĕрлĕ хĕрелсе тăманнине, тур палли çинче ỹсекен çỹç пĕрчисем тăкăннипе тăкăнманнине сăнамалла. Тата çакна калас килет: тухтăр патне тĕрĕсленме килсен пĕтĕм ỹт-тире кăтартмалла. Чи хăрушши _ куçа курăнман шыçăсем. Вĕсем çыннăн шалти органĕсенче тĕл пулаççĕ. Ăçтан пуçланаççĕ-ха вĕсем? Чи малтанах апат хуранĕн чирĕсене вăхăтра сиплемесен. Вăхăтра апат çименни, ытла вĕри е пăрăçласа çини сиенлĕ, çунтарса янă шашлăк та хырăмлăх çĕрнин чирне аталантарать, кайран вăл рака куçма пултарать. Ỹпке чирĕсене вăхăтра сиплеменни, табак туртни, тĕрлĕ ядохимикатсем шăршлани те чире пуçаракан паллăсем. Çавăнпа та хамăра та, пĕрле пурăнакансене те лайăх сăнамалла: ỹсĕрнĕ чухне сурчăк çинче юн тухмасть-и, кăштах вăйлăрах утсан сывлăш пỹлĕнмест-и, кăкăрта ыратмасть-и, сăлтавсăрах вăй чакмасть-и... Температура ỹссен, тарлаттарсан, хашкана ерсен, ырханлансан _ ку хăрушă чир пулма пултаракан паллăсем. Пыршă шыççи чухне ăш кỹпсе каять, пыршăсем "калаçни" илтĕнет, хушшинчен ăш-чикре пăва-пăва ыратать. Туалета каясси йывăрланать, 3-4 кун тула тухаймастăн, клизма лартсан та усси çук. Варвитти те пулма пултарать. Мĕншĕн тесен пыршăра шыçă ларать. Ватран апата ирĕлтерекен соксем тухайманни питĕ хăрушă. Ун пек чухне этем саралма пуçлать. Аш-какай, сĕт çиеймест, хăсать. Çавăнпа та хăвăра кăштах кăна япăх туйма пуçласанах тухтăр патне пымалла. Тĕрĕсленме тĕрлĕ пỹлĕмсене ярсан вăл хушнине итлемелле. Хальхи вăхăтра районти тĕп больницăра лайăх аппаратурăсем пур. Çавăнпа та чире маларах тупса палăртма пулать. Томограмма, маммографи тума Патăрьел е хула больницисене яратпăр. Тĕрĕсленме янисенчен укçа илмеççĕ.