04 февраля 2012 г.
Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн спорт залĕнче кире пуканĕ йăтакансем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокĕшĕн пыракан шкул ачисен спартакиадинче пысăк ăнăçу тунă. Пирĕн район команди улттăмĕш çул пĕрремĕш вырăн йышăннă. Район чысне Курнавăшри вăтам шкулти Николай Николаев, Александр Федоров, Вячеслав Иванов, Дмитрий Веков, Наталия Авксентьева, Ирина Иванова, Полина Шекерева, Марина Веселина, Елчĕкри вăтам шкулти Анна Орлова, Марина Никитина, Виктор Семенов, Иван Федоров, Александр Ласточкин хỹтĕленĕ, призерсен йышне кĕнĕ.