Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçа пусран пухăнать

04 февраля 2012 г.

Укçа пусран пухăнать Тыр- пул çитĕнтересси, выльăх-чĕрлĕх самăртасси çăмăл ĕç мар. 2010 çулхи шăрăх çанталăк условийĕнче ĕçленипе танлаштарсан, 2011 çулхи ял хуçалăх çулталăкĕ тăнăçлă иртнине, пĕлтĕр "Яманчурино" сахал яваплă юлташлăх ăнăçлă ĕçлеме пултарнине палăртмалла. Отчетлă тапхăрта выльăх-чĕрлĕх витисене реконструкци тăвасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Владимир Рахмуллин директор ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçлекенсен пĕрлехи пухăвĕнче тухса калаçнинче те çак шухăш уççăн палăрчĕ. Виçĕм çул шăрăх çанталăка пула акнă, лартнă ỹсен-тăран культурисенчен палăртнă чухлĕ тухăç илме, кирлĕ таран выльăх апачĕ хатĕрлесе хăварма май килменни производство кăтартăвĕсенче палăрнă. Лару-тăрăва шута илсе Владимир Рахмуллин производствăри ĕç-хĕле яланхи пек икĕ çулхи кăтартусемпе мар, юлашки виçĕ çулхисене тĕпе хурса пĕтĕмлетни, хак пани вырăнлă та пулчĕ. Отчетлă тапхăрта ял хуçалăх продукчĕсене сутнинчен 3 миллион та 38 пин тенкĕлĕх таса тупăш, виçĕм çулхипе танлаштарсан 807 пин тенкĕ ытларах илни ти-вĕçтерменнине палăртрĕ вăл. Малалла аталанас тĕллев тытнă пулсан, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне продукци туса илессине те ỹстермелле. Çĕрпе тухăçлă усă курмалла. Тĕш тырă культурисенчен палăртнинчен каярах тухăç илнинче çĕр çыннин айăпĕ сахал. Виçĕм çул ỹсен-тăран культурисене шăрăх çунтарса янипе çăкăрсăр тăрса юлтăмăр пулсан, 2011 çулхи çу пуçламăшĕнче татти-сыпписĕр çумăр çуса тăни, тырра кирлĕ пек пиçсе çитме памарĕ, çавна май ăна пухса кĕртессинче те уй-хир ĕçченĕсем пысăк чăрмавсемпе тĕл пулчĕç. Апла пулин те Александр Марков тата Александр Денисов комбайнерсем 850 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене палăртнă вăхăтра çапса тĕшĕлеме ĕлкĕрнĕ. Александр Матвеевпа Владимир Сергеев, Радик Курмышевпа Юрий Комиссаров, Владимир Немцев механизаторсем те уйри пуянлăха пỹлмесене пухса кĕртессишĕн нумай тар тăкнă. Сахал яваплă юлташлăх дирекцийĕ вара тăрăшуллă çынсен ĕçне тивĕçлипе хаклама пĕлет, вĕсене тĕрлĕ енлĕн хавхалантармалли майсемпе туллин усă курать. Ял хуçалăх производствине аталантарассинче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекен Александр Матвеев механизатор нумаях пулмасть Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Тав çырăвне илме тивĕçлĕ пулни çакна уçăмлăн çирĕплетсе парать. Надежда Комиссарова тĕп бухгалтера Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине пани те ахальтен мар. Вăл ăста специалист пулнине унăн районти ĕçтешĕсем лайăх пĕлеççĕ. Пухура Галина Сергеева осеменаторăн, Николай Петров склад заведующийĕн, Леонид Малышкин электрикăн, Валерий Ермолаев водителĕн ĕçне тивĕçлипе палăртрĕç, вĕсене парнесем парса чысларĕç. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине кирлĕ пек йĕркелесе пыракансем çулталăк тăршшĕпех укçа-тенкĕрен татăлмаççĕ. Владимир Рахмуллин директорпа Александр Волков тĕп зоотехник, ферма заведующийĕ çакна малтанах тĕрĕс ăнланса илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче хăйсем ĕçе пуçăнсан чи малтан ĕне витине тĕпрен реконструкци тунă. Çавăнтанпа ĕç тухăçлăхĕ, кăтартусем кашни çул ỹссе пынă. "Яманчурино" сахал яваплă юлташлăхра отчетлă тапхăрта пулнă пĕтĕмĕшле таса тупăшăн 72 проценчĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен, тĕрĕсрех каласан сĕт туса илнинчен пырса кĕнĕ. Туса илнĕ "шурă ылтăнăн" 75-80 проценчĕ чи пысăк пахалăхпа сутăннă. Малашне пахалăхлă кăтартусем тăвассинче çакă шăпах чи кирли пулса тăрĕ те. Çĕр-шыв Пĕтĕм тĕнчери суту-илỹ организацине (ВТО) кĕчĕ пулсан рынокра пахалăхлă продукципе анчах тупăшма пулĕ. Ĕне выльăхсен хисепне тивĕçлĕ шая çитерес, производствăна тата тухăçлăрах йĕркелесе пырас тĕллевпе иртнĕ çулта фермăра пысăк реконструкци ĕçĕсене пурнăçланă. Хальхи вăхăтра малалла аталанас текенсене май пур таран пулăшассине патшалăх хăй çине илме пулни те хăюллă утăм тума хистет. Яманчỹрелсем те фермăри пысăк ĕçе пурнăçлассине хăвăртлатас тесе "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн уйăракан çăмăллатнă кредитпа пурĕ 2 миллион та 300 пин тенкĕлĕх усă курнă. Ытти укçи хăйсен пулнă. Çакна та палăртса каламалла, Яманчỹрелсем укçа пусран пухăннине лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа вĕсем унпа перекетлĕ усă курма тăрăшаççĕ. Тĕрĕссипе, фермăри асăннă реконструкци ĕçĕсене ятарлă фирмăсемпе килĕшсе пурнăçланă пулсан тăкаксене саплаштарма 10 миллион тенкĕ те çитес çукчĕ. Тăкаксене чакарас тесе ĕçе пурнăçлассинче тĕрлĕ майсемпе усă курма тивнĕ. Ытти фермăсенче çакăн йышши ĕçсене мĕнле тунипе тĕплĕн паллашнă хыççăн айккинчен пулăшу кирлĕ те пулман, проекта хăйсемех туса хатĕрленĕ. Строительство ĕçĕсене пурнăçлама та ял çыннисемпе килĕшỹ çирĕплетнĕ. Бригадăсене Николай Мижеров тата Николай Егоров ертсе пынă. Çĕнĕ йышши стандартсемпе усă курса реконструкци тунă витесенче, унчченхипе танлаштарсан, выльăхсене ытларах та вырнаçтарма май пур. Çакна шута илсе хальхи вăхăтра 390 пуç шутланакан мăйракаллă шултăра выльăхсен хисепне 450 пуçа çитерме тĕллев тытнă. Çав шутран сăвăнакан ĕнесем 150-160 пуçран кая мар пулмалла. Ял хуçалăх предприятийĕнче иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан та ĕне выльăхсен пĕтĕмĕшле хисепĕ 30 пуç ỹснĕ. Кăçал выльăх апатне те ытлашшипех саппасланă. Пĕр условнăй выльăх пуçне 38 центнер ытла тивĕçет вăл. Çавна май кăтартусем те пысăк. Надежда Красновăпа Елена Маркова, Светлана Волковăпа Ирина Васильева дояркăсем сивĕ хĕл тапхăрĕнче те куллен кашни ĕнерен 19 килограма яхăн сĕт сăваççĕ. Аталану çулĕ çине тăнă ял хуçалăх предприятийĕ тавар туса кăларакансене пулăшассипе ĕçлекен "Росагролизинг" предприятипе тачă çыхăнса ĕçленине кура самай йỹнĕ хакпах "Беларусь _1221" йышши хăватлă икĕ трактор туяннă. Перекетленĕ укçа куккурус вырмалли жатка, плуг, автомашина туянма та çитнĕ. Укçа мĕн чухлĕ пухăннине кура, кăçал та çĕнĕ техника туянма палăртнă. Черетлĕ çур аки планне те çирĕплетнĕ. Ỹсен-тăран культурисене пĕтĕмпе 1347 гектар çинче акса хăвараççĕ. Вăрлăх çителĕклĕ. Иртнĕ çул ял хуçалăх культурисен элита вăрлăхĕсене нумай туяннă. Ака ĕçĕсене пурнăçлама çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе те кирлĕ таран саппасланнă. Хальлĕхе 60 тонна удобрени пур, çитес вăхăтрах ăна тепĕр 40 тонна кỹрсе килмелле. Паянхи тĕллев _ сивĕ хĕл кунĕсенче те выльăх-чĕрлĕхрен кирлĕ шайри тата пысăк пахалăхлă продукци туса илесси. Сăвакан ĕнесен кулленхи рационне шайлашуллă йĕркеленине пула хальхи вăхăтра сĕтĕн пахалăхĕ пысăк. Кăрлач уйăхĕнче туса илнĕ сĕтри çу хисепĕ 3,9-4,0 процента тивĕçнине пула 1 килограмм продукцин сутлăх хакĕ 16-17 тенкĕпе танлашнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика