01 февраля 2012 г.
Массăллă информаци хатĕрĕсем урлă, Интернет пулăшнипе çĕр-шывра анчах мар, тĕнчере мĕн пулса иртнипе паллашсах тăратпăр, халăхсен, конфессисен хушшинчи лару-тăру юлашки вăхăтра тĕнчере çеç мар, çĕр-шывра та çивĕчленнине туятпăр. Çак лару-тăрăва мирлĕ майпа татса памаллине, аталану çул-йĕрне палăртас ĕçе çĕр-шывăмăрта пурăнакан халăх хастар хутшăнмаллине кашниех ăнланатпăр. Раççей _ нумай нациллĕ патшалăх. Вăл ĕмĕрсем хушши çапла чăмăртанса пынă. Халăхсем пĕр-пĕринпе пĕр çемье евĕр туслă пурăнни тата ăнланни (ку енĕпе пирĕн район ырă тĕслĕх вырăнĕнче) татса пама йывăр ыйтусене çĕнтерсе пыма пулăшнă, пирĕн хăватлă тĕрев пулса тăнă. Паянхи кун халăха пăшăрхантаракан тепĕр хăрушлăх тухса тăчĕ. Çĕр чăмăрĕ çинчи халăх куçăмĕ вăйланса пынă тапхăрта "мультикультурализм" ăнлав çуралчĕ. Мĕнлерех хак памалла ăна? Наци хутшăнăвĕсем кăткăсланни пăшăрхантарать юлашки вăхăтра. Ютран куçса килнисене тиркесе калаçнипе пĕрлех вырăнти наци интересĕсене хỹтĕлессине те мала кăларса тăратни палăрать. Çакă обществăна пăтратни каламасăрах паллă. Лару-тăрăва çăмăллатас тесен мĕн тумалла-ха? Вырăссем нумай этноса пĕрлештерекен наци. Çĕр-шывăмăр ĕмĕрсен хушши çапла аталанса пынă. Халăхсем пĕр çемьери евĕр килĕштерсе, пĕрне-пĕри ăнланса пурăнни, туслăха хаклани нумай енĕпе хăватлăн аталанма май панă. Малашне те тĕпе хурса пурăнмалла çак ырă енсене.