Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В.Путинăн "Раççей: наци ыйтăвĕ" статйине сỹтсе яватпăр

01 февраля 2012 г.

Пĕр-пĕрне хисеплер Нумай нациллĕ обществăна национализм чăрмавĕсем сиен кỹчĕç пулсан вăл вăйне тата çирĕплĕхне çухатать. Çак чăрмавсене, вĕсене çĕнтермелли майсене тата çĕр-шыв аталанăвĕн çул-йĕрне Владимир Путин "Раççей: наци ыйтăвĕ" статйинче анлăн çутатса пачĕ. Тĕп шухăш акă мĕнре: пĕр-пĕрин йăли-йĕркине хисеплесен, тĕрлĕ наци çынни ыттисемпе тарават пулсан çеç пирĕн обществăра килĕшỹлĕхпе тăнăçлăх хуçаланĕ. Çавăнпа та пирĕн урăх тĕн тата культура çыннисем тĕлĕшпе наци курайманлăхĕн кăвайтне чĕртни мĕн патне илсе çитерессине лайăх ăнланмалла. Çак чăрмава сирес тесен ютран килнисен прависене хĕсмесĕр, хамăрăн культурăна алла илме пулăшмалла. Вĕсен те, çĕр-шывра пурăнаççĕ пулсан, пирĕн йăла-йĕркесене хисеплесе пурăнма хăнăхмалла, çĕр-шывăмăрпа мăнаçланмалла. Владимир Путин ютран килнисене вырăс чĕлхипе литературине пĕлнине экзамен тыттарса тĕрĕслессине çирĕплетесшĕн. Унăн суйлав умĕнхи программи обществăна тĕрĕс çул-йĕртен пăрăнасран асăрхаттарать, ыйтусем çине чăн хуравсем тупма май парать. Шăпах нацисем пĕрлехи тĕллев тавра пĕрлешнине пула 90-мĕш çулсенче Раççее граждан вăрçинчен сыхласа хăварма, терроризмăн тĕп тытăмне хуçма, çĕр-шывăн территори пĕрлĕхне тата конституци йĕркине çирĕплетме, экономикăна чĕртсе тăратса тата вунă çул хушши унăн ỹсĕмне хăвăртлатма, халăх тупăшне пысăклатма май килчĕ. Пĕрлĕхре _ вăй. Пĕрле пулсан çеç эпир йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма май тупăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика