Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир ПУТИН: Раççей: наци ыйтăвĕ

01 февраля 2012 г.

Владимир ПУТИН: Раççей: наци ыйтăвĕ Мартăн 4-мĕшĕнче Раççей Президентне суйламалли кун. Çĕр-шывшăн пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çак вырăна темиçе çын та йышăнасшăн. Кашниех хăйсем лару-тăрăва ăнланнă тăрăх программа хатĕрленĕ. Çапах та нумай вăхăт хушши çỹллĕ шайри должноçсенче ĕçленĕ В.Путинăн январĕн 23-мĕшĕнче "Независимая газета" хаçатра пичетленсе тухнă статьяри тĕп шухăшĕсене пĕлтерни вырăнлăрах пулать пулĕ. "Эпир ĕмĕрсем тăршшĕ пĕрле пурăннă. Чи хăрушă вăрçăра пĕрле çĕнтернĕ. Малашне те пĕрле пурăнатпăр. Пире уйăрса ярас текенсене çакна каласшăн: кĕтсе илейместĕр..." В.ПУТИН. Нумай чĕлхеллĕ, йăла-йĕркене, этноспа культурăна тытса пыракан Раççейшĕн наци ыйтăвĕ, ỹстерсе каламасăрах, чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Яваплăха туякан кашни политик, общество деятелĕ пирĕн çĕр-шывра граждансем, нацисем хушшинчи килĕшĕве тĕпе хумалла. Паянхи кун чăнлăхĕ _ этноссемпе конфессисем хушшинчи хутшăну çивĕчленни. Национализм, тĕн тĕлĕшĕнчен килĕшỹ çукки радикаллă ушкăнсемпе юхăмсемшĕн никĕс пулса тăраççĕ. Çакă вара патшалăха аркатать, унăн пĕрлĕхне хавшатать. Пысăк калăпăшлă миграци юхăмĕ _ вăл малашне те ỹссе пырĕ _ "халăхсен çĕнĕ куçăвĕ" тесе те калаççĕ, тĕрлĕ континентсенче пурăнакансен пурнăçне улăштарма пултарать. Лайăх пурнăç шыраса выçăпа, чарăнма пĕлмен вăрçăсемпе çыхăннă вырăнсенчен миллионшар çын тухса каять. Çакăнпа ăнăçлă аталанакан çĕр-шывсен те тĕл пулма лекрĕ. Енчен те маларах вĕсем куçса килекен пур халăх йăли-йĕркисене уяни пирки çỹллĕ шайра пĕлтернĕ пулсан, паян вара нумай енлĕ культура çыннисене çĕнĕ пурнăçа хăнăхтарма хăтланни пысăк ỹсĕм кỹменни пирки пĕлтереççĕ. Çакна шута илсе Европăри çỹллĕ шайри политиксем "мульти- культура проекчĕ" арканни пирки пĕлтереççĕ. Хăйсен вырăнĕсене тытса тăрас тесе "наци партийĕсем" выляма пуçлаççĕ. Маларах маргиналсемпе радикалсем тесе шутланисем влаçа килме тăрăшаççĕ. Вĕсем вăл е ку вырăнта пурăнакансене ĕçре çитĕнỹ тума чараççĕ. Çакăн пек лару-тăрăва лекнĕ гражданин хăйĕн çĕр-шывĕн пуянлăхĕ çинчен шухăшлĕ-ши? Раççей тĕрлĕ халăхсенчен тăракан патшалăх, çавăнпа та Европăн çакăнпа килĕшме тивет. Раççей _ пуян историллĕ патшалăх. 20 çул каялла ун чухнехи РСФСР депутачĕсем сăмахпа "союзлă центр" тесе пĕлтерчĕç пулсан та "наци патшалăхĕсем" тума тытăнчĕç. Çакă çĕр-шыва аркатни пулчĕ. Раççей Америкăн тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пурне те "вĕретекен кăмаки" мар. Эпир ĕмĕрсем хушши çирĕпленнĕ нумай нацие пĕрлештернĕ патшалăх. Çавăнпа та вырăс халăхĕнчен кăна тăракан патшалăха туса хурасси пирĕн пин çуллăх историне хирĕç пырать. Вырăс халăхĕ _ культурăпа çыхăннă нумай этноса çыхăнтаракан цивилизацин чăмăрĕ. Эпир нумай халăхран тăракан пĕрлĕх, анчах пĕр халăх. Нумай енлĕ культурăн пĕрлĕхне аталантарасси пирĕн культурăпа истори çинче никĕсленет. Раççей халăхĕ Раççей патшалăхĕн тĕрлĕ халăхĕсене пĕрлештернĕ. Вырăссен тивĕçĕ _ çак ĕçе малалла тăсса пырасси. Ку енĕпе вĕрентỹ ĕçĕпе çыхăннисен пысăк тăрăшулăх кăтартмалла. Тĕп тĕллев _ кашни çынна гуманитари енчен пĕлỹ памалли _ çакă кашни халăхăн хăйне евĕр никĕсĕ пулать. Вĕрентỹ ĕçĕнче вырăс чĕлхине, литературине, тăван çĕр-шыв историне, паллах, пур халăхăн наци йăли-йĕркипе культурине шута илсе, вĕрентессине малалла кăлармалла. Культура ыйтăвĕсем тавра патшалăх та хăйĕн тивĕçлĕ политикине ирттермелле. Çавăн пекех гражданла патриотизм çинче никĕсленнĕ стратегиллĕ наци политикине никĕслемелле. Çĕр-шывра пурăнакан кашни çын хăш тĕне тытса пынине, хăш халăх çынни пулнине манмалла мар. Çакна пурнăçласа пыма федераллă шайра ятарлă структура йĕркелемелле. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчи татса паман ыйтусем тỹрремĕнех право йĕркине сыхлакан органсем, влаç тытăмĕнчи çынсем хăйсен ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçламаннипе, коррупципе, наци шайĕнчи хирĕçỹсемпе çыхăннă. Нацисем хушшинчи хирĕçỹсене вăхăтра чарайман ертỹçĕсене, вĕсем темле пысăк шайра пулсан та, вырăна лартмалла. Миграципе çыхăннă патшалăх политикине çỹллĕ шая çĕклемелле. Тĕрлĕ регионсене килекенсен кунта тĕпленсе пурăнакансен йăли-йĕркисене шута илмелле. Судпа правăн системине çирĕплетесси те пĕлтерĕшлĕ. "Наци анклавĕсем" ан пулччăр. Вĕсем мигрантсен прависене пăсаççĕ. Коррупци те этнос никĕсĕнче çирĕпленсе тăрать. Вĕсем вăрă-хурах ушкăнĕсенчен пĕрре те уйрăлса тăмаççĕ. Пирĕн пурнăçра тĕрлĕ этноссемпе çыхăннă преступлени ушкăнĕсем патшалăх умĕнче те хăрушлăх кăлартса тăратаççĕ. Çĕр-шыва килекен çынсене пĕлỹ пани вĕсене общество пурнăçне кĕме май парать. Вĕсем пирĕн çĕр-шывăн культурипе чĕлхине çывăх илме пултараççĕ. Пирĕн çĕр-шыв, цивилизаци шайĕнчи ытти çĕр-шывсенчи пекех, мигрантсене пĕлỹ паракан программăсемпе те тивĕçтерме пултарать, кирлĕ чухне ĕç паракансен шутĕнчен хушма професси илессине хăй çине илме пултарать. Статьян тулли варианчĕ: www. rq.ru/art/572994.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика