Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх ăна шанать

01 февраля 2012 г.

 Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çĕр-шыври анчах мар, республикăри вун-вун предприяти-организаци йывăрлăха лекрĕ. Халăха ĕç укçи, пенси, пособи, социаллă тỹлевсем парайманни ура хучĕ, заводсемпе фабрикăсем, хуçалăхсем панкрут çулĕ çине тăчĕç. Çĕр-шыв арканăвĕ пире этника никĕсĕ çинчи граждан вăрçи чиккине илсе çитерчĕ. Çĕр-шыв вăйсăрлăхĕпе патшалăх тулашĕнчи тăшмансем те усă курма пултарни, хăш-пĕр региона вут-çулăма кĕртсе яни вăрттăнлăх мар. Çак вучахсене пысăк вăйпа сỹнтерме май тупрăмăр. 2000-2008 çулсенче Раççей Президенчĕн постне йышăннă Владимир Путин ăста, хăюллă та яваплă, çирĕп политик пулнăран çĕр-шыва пуçтарма, социаллă тытăма йĕркене кĕртме тата экономикăна çĕклеме пултарчĕ анчах мар, тулаш политикăна та çирĕплетрĕ. Вăл хăй тавра пĕр шухăшлă çынсен ушкăнне пуçтарма пултарнăран граждансен пулăшăвĕ çине таянса çĕр-шыв пĕрлĕхне упраса хăварчĕ. Пĕрлĕхре пулнăранах пире _ Раççей халăхне _ тĕнче кризисĕ те ура хураймарĕ. Çĕр-шыв умĕнче татса памалли çивĕч ыйтусем татах та нумай. Салану тапхăрĕнчен тухса аталану çул-йĕрĕ çине çирĕп тăнă çĕр-шыва хăратмалла мар вĕсем. Чи кирли _ пĕрле пулмалла, пĕр-пĕрне шанмалла тата пулăшмалла. Лайăх пурăнма, ырă тĕллевсене пурнăçлама кашнийĕн хас-тар ĕçлемелле. Çапла тума пирĕн активлă позици йышăнмалла, пуçарулăх, халăхпа тачă çыхăнса ĕçлесси тĕп вырăнта пулмалла. В.Путинăн авторитечĕ пысăк. Вăл çĕр-шыв пĕрлĕхне, экономикине тата та çирĕплетмелли, патшалăхăн тĕнче умĕнчи статусне çĕклемелли çĕнĕрен те çĕнĕ çул-йĕр шырать. Чи кирли _ халăх шанать ăна.Вăл хăй те халăх шанăçне тỹрре кăларса пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика