Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермерсене пулăшаççĕ

01 февраля 2012 г.

90-мĕш çулсенче экономикăпа социаллă пурнăçра пулса иртнĕ улшăнусем аграри секторĕнчи производствăна тĕрлĕ енлĕ аталанма майсем туса пачĕç. Ĕçрен хăраман, пултаруллă çынсем хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йĕркелерĕç. Хальхи вăхăтра пирĕн районта та 47 фермер хуçалăхĕ шутланать, вĕсене 3200 гектар çĕр лаптăкĕ уйăрса панă. Ĕçе пуçăнакан фермерсен çĕнĕ вырăнта тĕпленсе вырнаçма сахал мар тăкакланма тивнине шута илсе Раççей правительствинче "Фермер ĕçне пуçăнакан", "Çемье ферми" программăсене çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне, республикăра та "2012_2014 çулсенче фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшасси" тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртме те сахал мар укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Çак ыйтăва хальхи вăхăтра хăйсен пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнисем хушшинче уйрăмах анлăн сỹтсе яваççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх 1,1 миллион тенкĕлĕх гранта _ фермер хуçалăхĕ йĕркелеме паракан 900 пин тенке, йăла условийĕсене лайăхлатма уйăракан 200 пин тенкĕ укçана мĕнле йĕркепе парассипе кăсăкланакан çынсем йышлă. Анчах ăна илме çăмăл мар. Каялла тавăрса памалла мар укçана илес тесен фермерăн конкурс требованийĕсене çирĕп пурнăçламалла. Хальлĕхе вара чылайăшĕ документсене кирлĕ пек хатĕрлеймен, бизнес-плансем те çук. Çавна май районти 4 фермер анчах конкурса хутшăнма пултарнине палăртнă. Субсиди илме 19 çултан пуçласа 58 çула çитичченхи ял çынни хутшăнма пултарать. Ялта е хушма хуçалăхра 3 çултан кая мар, çав вăхăтрах вăл фермерта 12 уйăхран ытла мар ĕçленине шута илеççĕ. Ял хуçалăхĕнче ĕçлеме ятарлă е аслă пĕлỹ илмелле е хушма пĕлỹ илмелли ятарлă курса пĕтермелле. Çавăн пекех муниципаллă управлени органĕсен рекомендацийĕ, хатĕр бизнес-план кирлĕ. Гранта тивĕçсен çĕнĕрен виçĕ ĕç вырăнĕнчен кая мар йĕркелемелле. "Фермер ĕçне пуçăнакан" программăпа килĕшỹллĕн конкурса çĕнтернисене субсиди пама Чăваш Ене кăçал 27,64 миллион тенкĕ, çав шутра республика бюджетĕнчен 7,362 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Фермер ĕçне чăнласах пуçăнас текенсене шанăç, вĕсене аталанса вăй илме çул уçса пани _ ырă пулăм. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курни малалла сулмаклă утăмсем тума май пуласса, ял çыннисем валли хушма ĕç вырăнĕсем тупăнасса кĕтетпĕр. Тĕрĕссипе, тăрăшакан, мал ĕмĕтлĕ çынсемшĕн хальхи вăхăтра ĕмĕт-шухăшсене ĕçе кĕртме çăмăлрах та. Мĕншĕн тесен пултаруллă çынсене хавхалантарас тĕллевпе юлашки çулсенче патшалăх енчен тĕрлĕ çăмăллăхсем çирĕплетнине, вĕсем пурнăçа кĕрсе пынине куратпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика