Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕксем лăпкăлăхпа палăраççĕ

01 февраля 2012 г.

 Раççей Федерацийĕн ШĔМĕн районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕ 2011 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе канашлу ирттерчĕ. Шалти ĕçсен полици пайĕн ĕçченĕсем районти криминаллă лару-тăрăва тивĕçлĕ шайра тытса тăрас, преступленисен шутне чакарас, граждансен прависемпе интересĕсене хỹтĕлес, обществăлла вырăнсене лăпкăлăхпа тивĕçтерес, пурлăха упрас, терроризмран асăрханас тĕллевпе профилактика ĕçĕсем туса ирттернĕ. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртсе асăннă тапхăрта ĕç коллективĕсемпе, халăхпа тачăрах çыхăну тытса пĕрлехи профилактика кунĕсем йĕркеленĕ. Пирĕн районти криминаллă лару-тăру тăнăç тăнине, район чи лăпкă тăрăх шутланнине ШĔМĕн Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ С.Семенов коллеги ларăвĕнче уйрăммăн палăртса хăварчĕ, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине асăнчĕ. Районта паянхи кун 20 пин те 453 çын пурăнать. 10 пин çын пуçне тивекен преступноç шайĕ 54,7 процентпа танлашнă (виçĕм çул _ 61 процентпа). Иртнĕ çул Елчĕкре пурĕ 111 (2010 çулта _ 136) преступлени тунине регистрациленĕ. Теприн сывлăхне ятарласа сиен кỹрессипе çыхăннă вăтам преступленисен шучĕ 4 тĕслĕх таран чакнă, асаплантарассипе çыхăннă пĕр преступлени регистрациленĕ. Сăмах май, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем арăмне чылай вăхăт асаплантарса пурăннă И. тĕлĕшĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă, киревсĕрлĕхшĕн пуçтахăн Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 117 статйипе килĕшỹллĕн явап тытма тивĕ. Чакнă преступленисен шутĕнче çавăн пекех ют пурлăха вăрлассипе, улталассипе, мăшкăллассипе, хĕнессипе, теприн сывлăхне çăмăл сиен кỹрессипе çыхăннă, обществăлла вырăнсенче тата урамра тунă преступленисем. Ỹсĕрле тата ушкăнпа тунă преступленисен шучĕ 9 тата 12 тĕслĕх таран чакнă. Район территорийĕнче оперативлă-профилактикăллă мероприятисем ирттерни, халăхпа час-час курнăçни, предприятисемпе организацисенче пулса видеосăнавсем вырнаçтарасси пирки калаçусем пуçарни усă панине асăнмалла. Çавна май обществăри йĕркелĕхе сĕмсĕррĕн пăсасси 100 процент таран чакнă. Çак тапхăрта 68 предприяти-организацинче видеосăнавсен 270 точкине вырнаçтарнă. Шел пулин те, саккунсене пăсакансен йышĕнче ниçта та ĕçлеменнисем, маларах судпа айăпланнисем йышлă. Пĕрремĕшсем тунă преступленисем 4, иккĕмĕшсем _ 2 тĕслĕх таран ỹснĕ. Наркомани паянхи кун çĕр-шыв умне анчах мар, пĕтĕм тĕнче умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Çак сиенлĕ йăлапа кĕрешесси йĕрке хуралĕн ĕçченĕсемсĕр пуçне пĕтĕм обществăн тĕп тивĕçĕ пулнине ăнланмалла халăхăн. Пĕлтĕр район территорийĕнче наркотикпа саккунсăр майпа суту-илỹ тăвас сферăри 3 преступление тупса палăртнă. Граждансем официаллă майпа регистрацилемен хĕç-пăшалпа усă курнă е преступлени çулĕ çине тăнă тĕслĕхсем те пулчĕç пĕлтĕр. Саккунсăр майпа хĕç-пăшал упракан граждансене хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе шалти ĕçсен полици пайне килсе пама ыйтатпăр. Çапла тусан вĕсем административлă е уголовнăй айăплавран хăтăлĕç. Иртнĕ çул Сăрьелĕнче П. гражданин килĕнче саккунсăр майпа икĕ патрон упранни паллă пулнă. Çавна май П. тĕлĕшĕпе РФ Уголовнăй кодексĕн 222 статйин 1 пайĕпе ĕç пуçарнă. Хуçалăхсене кĕрсе япаласем вăрласа тухассипе çыхăннă 3 тĕслĕх регистрациленĕ. Сăмахран, Кавалти Н. пĕр ялта пурăнакан хуçалăхне кĕрсе фляга тата икĕ витре вăрласа тухма именмен. Кукăр алăллăскер тĕлĕшĕпе РФ УК 168 статйин 2 пайĕпе килĕшỹллĕн уголовнăй ĕç пуçарнă. Преступленисене уçса парассипе начар мар ĕçлесе пынă. Пирĕн ĕçре вĕсене вăхăтлă та пахалăхлă уçса парасси тĕп вырăн йышăнать. "Вĕри йĕрсемпе" преступленисен 93,8 процентне уçса панă. 2011 çулта преступленисене пĕтĕмĕшле уçса параслăх 94,6 процентпа танлашнă. Хĕç-пăшалпа усă курса преступлени çулĕ çине тăрассипе, вĕлерессипе, мăшкăллассипе, çаратассипе, пусахласа япала е укçа-тенкĕ туртса илессипе, çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе çыхăннă преступленисене уçса параслăх 100 процентпа танлашнă. Çитĕнекен ăру _ пуласлăх никĕсĕ. Ăна сывă та тĕреклĕ, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çирĕп çитĕнтерес, обществăна юрăхлă тăвас тесе тăрăшасси тĕп вырăнта. Çул çитменнисем тунă преступленисен шучĕ иртнĕ çул 1 тĕслĕх анчах (виçĕм çул _ 9) пулнă. 12 уйăхра йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем административлă право йĕркине пăхăнманшăн 3527 çынна айăпланă. Штрафсен пĕтĕмĕшле виçи 945500 тенкĕпе танлашнă. Çав вăхăтрах преступлени çулĕ çине тăма пултарас хăрушлăх кăларса тăратакан 471 çынна учета илнĕ. Иртнĕ çул районти çул-йĕрсем çинче 15 ДТП пулнă, вĕсенче 20 çын аманнă, 1 çын вилнĕ. Çак тапхăрта ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи полици уйрăмĕ халăхран тĕрлĕ пăтăрмах, йĕркесĕрлĕх пирки 1761 пĕлтерỹпе заявлени йышăннă, вĕсенчен 55-ĕшĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Туса ирттернĕ ĕç-хĕле тишкернĕ май умра тăракан тĕллевсене те палăртмалла. Йыш пĕчĕкленнĕрен полици çине пысăк тиев тивет пулсан та йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем пуçĕсене усмаççĕ. Ĕçе вăхăтлă та пахалăхлă пурнăçланинчен, граждансене лăпкăлăхпа тивĕçтернинчен палăрать ĕç кăтартăвĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика