01 февраля 2012 г.
Кăрлачăн 26-мĕшĕнче Шупашкарта кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн шкул ачисен хушшинчи финалти ăмăртăвĕ иртнĕ. Çакнашкал тупăшура Елчĕксен команди кăçалхипе 6-мĕш хут 1-мĕш вырăн йышăннă. Район чысне командăри Николай Николаев, Александр Федоров, Вячеслав Иванов, Дмитрий Веков, Наталия Авксентьева, Ирина Иванова, Полина Шекерова, Марина Веселина ăнăçлă хỹтĕленĕ.