Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталан эс, тăван ялăм

28 января 2012 г.

Чылай аякри 1967 _ 70-мĕш çулсем. Шăпах çак тапхăрта эпĕ хамăн суйласа илнĕ ĕç утăмĕсене пуçланă. Турă çырнă пуль çав çак хитре Çуткỹл ялĕнче тĕпленсе пурнăç çавăрма. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче лартнă шкул çурчĕ. Именсе, вăтанса, кăшт шикленерех те пырса кĕретĕп шкула. Шкулта сăпайлă хĕрарăм кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Дария Куприяновна Куприянова _ чăваш чĕлхипе литературăна вĕрентекен учитель. Вăл нумай çул ĕнтĕ тивĕçлĕ канура, кĕçех 94 çул тултарать. Тепĕр кун коллективри ытти учительсемпе паллашрăм. Мария Петровна Петрова _ математика учителĕ. Коллективра çакăн пек ырă кăмăллă çынсем пурри мана тата та çăмăл утăмсемпе шкул енне утма хистерĕ пулĕ. Ялĕ те пит хитре вырăнта вырнаçнă. Çутă кỹлĕ йăлтăртатса выртать. Çыннисем те питĕ кăмăллă, ĕçчен. Шкул ача-пăча сассипе тулнă. Дария Куприяновăпа Мария Петрова ачасене тарăн пĕлỹ парассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Выльăх-чĕрлĕхне пăхса, кил-çуртне ăшăтса, ачисемпе пĕрле юратнă ĕçе _ шкула васканă вĕсем. Хăйсен ачисене те тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме пулăшнă. Галина Федоровна Кириллова, Евгения Николаевна Корнилова амăшĕсен çулĕпех утаççĕ. Çав вăхăтрах учительсем колхозра пулакан мероприятисене те хутшăннă, вĕсемсĕр фольклор ушкăнĕн пĕр уявĕ те иртмен. Чăваш халăхĕн ĕлĕкхи юрри-кĕввине, йăли-йĕркине вĕрентсе хăварчĕç, ял культурине аталантарма пулăшрĕç вĕсем. Паянхи кун та Вырăскассинчи халăх фольклор ушкăнĕ çав йăла-йĕркесене тытса пырать. Чылай çамрăк учитель çак шкулта ĕçлесе тавра курăмне аталантарчĕ, малаллахи ĕмĕтпе тата çỹлерех шайра ĕçлеме тивĕçлĕ пулчĕç. Вĕсем: Леонард Васильевич Левый, Маргарита Александровна Иванова (халĕ Мускаври пĕр шкулта ачасене вырăс чĕлхи вĕрентет), Елена Васильевна Родионова (Çĕнĕ Шупашкарти шкулта директор пулса ĕçлет) тата ыттисем те. Вăхăт малаллах шăвать. 1990 çулта икĕ хутлă çĕнĕ шкула вĕренме куçрăмăр. Пуриншĕн те питĕ пысăк савăнăç. Ирĕк, ăшă шкулта вĕренме те, вĕрентме те питĕ аван. Ялти пурнăç та лайăх. Кашни килте газ çунма пуçларĕ, ял урамĕсене асфальт сарчĕç. Районтан яла автобуссем çỹреме пуçларĕç. Икĕ ял варринче, çутă кỹлĕ хĕрринче, икĕ хутлă капмар культура çурчĕ, унтах библиотека пур. Ача-пăчаллă кашни килтех компьютер, пурнăç малалла аталанать. Анчах ял ватăлса пыни, ачасен йышĕ чакса пыни пăшăрхантарать. Икĕ хутлă шкулта питĕ сахал ача вĕренет. "Шкул пĕтсен _ ял пĕтет", _ тенĕ ваттисем. Çавăн пек ан пултăрччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика