28 января 2012 г.
![МТС. Пĕрремĕш утăмсем МТС. Пĕрремĕш утăмсем](../Home/594//foto/mts.gif)
Вăхăт шав малаллах. Кăçал Елчĕк районĕ йĕркеленнĕренпе 85 çул çитет. Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче 1935 çулта Елчĕкри МТС ятпа йĕркеленнĕ, халĕ "Елчĕкри юсавпа техника предприятийĕ" ООО та 77 çул тултарать. Хăй вăхăтĕнче вăл, Елчĕкри крахмал завочĕ хыççăн, районта йĕркеленнĕ пысăк предприятисенчен иккĕмĕш пулнă. Елчĕк МТСĕ район историйĕнче мĕнпе палăрса юлнă? Çакăн çинчен нумай каласа кăтартма пулать. Елчĕк МТСĕн малтанхи кунĕсене аса илер-ха. Калаçу иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчи мал ĕмĕтлĕ, çĕр ĕçне юратакан, çак ĕçе çăмăллатас тесе тăрăшнă çынсем пирки пулĕ. Чăваш Республикине пĕрремĕш тракторсем 1928 çулта килме тытăннă. Çак вăхăт çинчен Чăваш АССРĕн Наркомземăн "Сельхозснаб" уйрăмĕнче 1928 çулта вăй хунă Долганов Ираклий Николаевич хăйĕн аса илĕвĕсенче çапла каласа кăтартать: "... 1928 çулхи çу уйăхĕнче Чăваш АССРĕнче 4 штук "Фордзон" трактор шутланса тăма пуçларĕ. Вĕсем тăваттăшĕ те "американецсем" пулнă. Часах Пăрачкав районĕнче совхоз йĕркеленчĕ. Унта та тракторсем илсе килсен пирĕн республикăра "Фордзон" тракторсен шучĕ вун икке çитрĕ". 1927 çулта Елчĕк районĕ йĕркеленнĕ хыççăн пирĕн пата та тракторсем илсе килес вăхăт çывхарса пынă. Çавна май трактористсем хатĕрлеме кирли паллă пулнă. Акă мĕнле аса илетчĕ çав вăхăта Тỹскел ялĕнче пурăннă, районти пĕрремĕш хĕрарăм-трактористка Ефросинья Тихоновна Алтынова (Мальцева). "... 1930 çулта мана Тỹскел ял совет председателĕ пулса ĕçленĕ Чернова Анфиса Васильевна хăйĕн патне чĕнсе илчĕ те: "Ефросинья, эсĕ Горький хулине тракториста вĕренме каятăн. Эсĕ хăюллă хĕрарăм, сан пек çын тракториста вĕренме пултарать", _ тесе çирĕппĕн каларĕ. Çапла эпĕ тракториста вĕренме кайма килĕшрĕм. Тепĕр кунне ирех Елчĕкри "Коопсоюза" тухса утрăм. Манпа пĕрле Елчĕк çынни Максим Стахеевич Стахеев та пырать иккен. Çапла эпир Горький хулине тракториста вĕренме тухса кайрăмăр. Унта пире "Фордзон-Путиловец" тракторпа ĕçлеме вĕрентрĕç. Вырăсла вулама та, калаçма та йывăрччĕ мана. Çавна май эпĕ хам пĕлнине сăмахпа каласа мар, ытларах трактор çинче ĕçлесе кăтартма тăрăшаттăм. Вĕренсе пĕтерсен Елчĕке таврăнтăмăр. Эпĕ кунта "Фордзон-Путиловец" тракторпа ĕçлеме пуçларăм. Ĕçĕ çăмăл мар пулсан та тракторист пулма килĕшетчĕ мана". Елчĕк ялĕн çĕрĕ çине пĕрремĕш трактора Максим Стахеевич Стахеев 1930 çулта илсе çитерет. Вăл унпа Канаш хулинчен "хăйĕн уттипе" таврăнать. Вăл ăна Харьков хулине хăй илме каять. "Фордзон-Путиловец" трактора Максим Стахеев Елчĕкри Александр Невский ячĕллĕ чиркỹ карти çумне чарса хурать. Ăна курма пĕтĕм ялти халăх пухăнать. Трактор кустăрмисен шпорисем çĕр çинче хăварнă йĕре нумайăшĕ чарăна-чарăна тăрса, тĕлĕнсе пăхса тăнă. "Хурçă ут" Елчĕке те çитни çынсене питĕ тĕлĕнтернĕ. Çак вăхăтра Курнавăш ялне те пĕрремĕш трактор çитет. "Фордзон-Путиловец" трактора çак ял çынни Максим Иванович Игнатьев илсе килет. Ку ĕç 1930 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Кунта та трактора курма Курнавăш ялĕнчен кăна мар, таврари ялсенчен те халăх йышлăн пуçтарăннă. 1930 çулта Елчĕк районĕнчи Турхан ялне те "Фордзон" маркăллă трактор çитнĕ. Ăна Турхан ял çынни Григорий Волков тытса пынă. Çапла майпа ялсене тракторсем илсе килме пуçласан трактористсене тата ытларах вĕрентсе хатĕрлеме кирли паллă пулнă. 1931 çулта Курнавăш ялĕнче Максим Игнатьев пурăнакан çуртра трактористсем хатĕрлекен курс уçăлать. Ăна ертсе пыма Турхан ялĕн çыннине Григорий Степанович Волкова çирĕплетеççĕ. Кунта М.Стахеева механик, П.Владимирова слесарь пулса ĕçлеме уйăрса лартаççĕ. Вĕсем практика ĕçĕсене те хăйсемех вĕрентсе пынă. 1931 çулта Курнавăшра уçăлнă трактористсен курсĕ трактористсем хатĕрлекен пирĕн районти пĕрремĕш курс пулса тăнă. Çак курса кĕске вăхăтра П.Смирнов, П.Веселин, С.Воробьев, Г.Степанов, П.Порятков, Н.Смолин, И.Смирнов, В.Кузнецов, И.Ананьев, М.Михайлов, К.Молоствов вĕренсе пĕтереççĕ. 1935 çул. Çĕр-шывра МТС (машинăпа трактор станцийĕ) йĕркелес юхăм сарăлсах пырать. Тракторсем ялсенче чăннипех те кирлĕ техника пулни палăрать. 1935 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче Кĕçĕн Елчĕк районĕнче те МТС йĕркеленни тата ĕçлеме пуçлани çинчен унăн пĕрремĕш директорĕ Александр Порфирьевич Ельмаков пĕрремĕш номерлĕ хушу кăларать. Елчĕк МТСне çĕнĕ тракторсем килме пуçлаççĕ. Çав вăхăтра пулса иртнĕ ĕçсем çинчен, "Елчĕкри юсавпа техника предприятийĕ" ОООн хисеплĕ ветеранĕ, Елчĕк МТСĕн пĕрремĕш тракторисчĕсенчен пĕри, Таяпа Энтри ялĕнчи Зинон Антонович Райков пурăннă чухне çапла аса илетчĕ: "... Эпĕ 1935 çулхи ака уйăхĕнче Елчĕк МТСне кỹрсе килнĕ пĕрремĕш ХТЗ маркăллă тракторсене лайăх астăватăп. Ку ĕç çапла пулса иртрĕ. 1935 çул пуçламăшĕнче эпир Курнавăш ялĕнче тракториста вĕрентĕмĕр. Ун чухне унта "Фордзон-Путиловец" йышши виçĕ трактор пурччĕ. Теорипе Турхан ялĕн çынни Григорий Степанович Волков, практикăпа Патреккелти Прокопий Владимирович Владимиров вĕрентетчĕç. Патăрьел МТСне ХТЗ маркăллă тракторсем маларах килнĕ. Çавăнпа та пире малтан Патăрьел МТСне трактор курма илсе кайрĕç. Пĕррехинче Канаш хулине кайрăмăр. Ун чухне çула Чăваш Тăрăмĕпе Вырăс Тăрăмĕ ялĕсем витĕр кайнă. Маяк ялĕнче кĕпер урлă каçма çук, сỹтсе хунă. Вара эпир малалла çуран кайрăмăр. Çапла майпа Канаш хулине çитрĕмĕр. Канашра тракторсене йышăнма пуçларăмăр. Çакăнта пĕр кăсăклă япала пулса иртрĕ. Эпир тракторсен радиаторĕсене шыв яратпăр. ХТЗ маркăллă тракторсен радиаторĕ çаврака трубкăсенчен тăратчĕ. Пĕр çаврака трубки татăлнă та унтан сирпĕтсе шыв юхтарать. Трактора шывсăр хускатма çук вĕт! МТСăн аслă механикĕ Марина Петровна Максимова çухалса кайрĕ. Пирĕнпе пĕрле Патреккел ял çынни Никандр Митрофанович Каринкин та пынă. Вăл лайăх тракторист та, ăста слесарь те. Нумай тăхтаса тăмасăр плоскогубцы илчĕ те шыв юхтарса тăракан трубкăна авса хучĕ. Шыв юхма та чарăнчĕ! Тракторсене тепĕр хут тĕрĕсленĕ хыççăн каялла çула тухрăмăр. Пирĕн 25 трактортан тăракан колоннăна çынсем тĕлĕнсе пăхса тăрса юлчĕç. Çапла эпир Вырăс Тăрăмĕ ялне çитрĕмĕр. Каялла килнĕ çĕре ялсенче кĕперсене йĕркене те кĕртнĕ. Ун чухне кĕперсене юсама ялти пĕтĕм халăх тухатчĕ. Кĕпер вăл çул пулнă. Çапла майĕпен Елчĕк еннелле каятпăр. Анчах Вырăс Тă- рăмĕ ялĕ патĕнче пысăк нуша килсе тухрĕ. Эпир килекен çула çак ял çыннисем хупса хунă. ХТЗ маркăллă тракторсем хăйсен пысăк кустăрми çинчи шпорисемпе çула пăсаççĕ. Ял тăрăх иртекен 4 трактор çул çине сарнă вакă чула салатса çула хайăрса кайнă. Çул çинче икĕ тарăн канав (колея) тăрса юлнă. Вырăс Тăрăм çыннисем çакна курса пирĕн ытти тракторсене çул çине кĕртмеççĕ. Мĕн тумалла? Пирĕнпе пĕрле пынă М.П.Максимовăпа Василий Михайлович Шиверов (вăл МТС директорĕн политика енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă) пире, кустăрмасем çинчен шпорăсене сỹтсе илме хушрĕç. Çапла эпир 21 тракторăн шпорисене сỹтсе пăрахрăмăр. Кашни трактор çинчен 128 болт сỹтмелле пулчĕ. Ку ĕçе эпĕ нихăçан та манмастăп. Шпорăсăр юлнă тракторсем çул якатмалли трактор-катоксене аса илтерчĕç. Çапла Чăваш Тăрăм ялĕ патне çитиччен кайрăмăр. Унта çитсен сỹтсе илнĕ шпорăсене хăйсен вырăнне лартрăмăр. Аслă Таяпа ялне кĕнĕ çĕрте пире çынсен пысăк ушкăнĕ кĕтсе тăрать. Эпир Елчĕке Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Таяпа Энтри ялĕсем витĕр килтĕмĕр. МТС кантурĕ Тỹскел ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă. Эпир тракторсене кантур умне пĕр ретĕн лартса тухрăмăр. Малтанхи вăхăтра тракторсене çатан çыхса, тăмпа сĕрсе тухнă сарайсенче юсанă. Сивĕ вăхăтра ĕçлеме çăмăл пулман. Кăштах та пулин ăшăнас тесе тимĕр савăтсем çине таса мар топливо ярса, ăна чĕртсе çунтарнă". Йывăр пулнă малтанхи вăхăтра. Анчах мал ĕмĕтлĕ МТС ĕçченĕсем шанăçпа пурăннă. Пурнăç хистекен çĕнĕлĕхсене ял хушшинче сарма тăрăшнă. 1935 çултах Елчĕк МТСĕн ырă ячĕ республикипех сарăлать. Мĕншĕн тесен республикăри ял хуçалăх ĕçĕнчи нумай пуçарусем Елчĕк МТСĕнчен пуçланнă. Çакăн пирки тепĕр калаçу пулĕ.
Статьяна пичете хатĕрленĕ чух Елчĕкри юсавпа техника предприятийĕн архивĕнчи материалсемпе, унта ĕçленĕ ветерансен аса илĕвĕсемпе, П.М.Смирновпа А.П.Смирновăн "Новые Шимкусы" кĕнекипе усă курнă.