28 января 2012 г.
Социализмла Ĕç Геройĕн В.В.Зайцевăн пархатарлă ĕçĕ çинчен вăл çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май район хаçатĕнче тата ытти кăларăмсенче çырнисемпе районта пурăнакансем тĕплĕн паллашаççĕ. Чăннипех, унăн çутă сăнарĕ аслă ăрури çынсен асĕнче ырăпа упранать. Ăна пĕлекенсем вăл сумлă çемьере ỹснине, ашшĕ хурт-хăмăр ĕрчетнине, çавна май ачисене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса çитĕнтернине калаççĕ. Вăрçăран аманса таврăннă В.В.Зайцева Ворошилов ячĕпе хисепленекен колхоз председательне суйласа лартаççĕ. Вăл тăрăшнипе юхăннă хуçалăх кĕске вăхăтра ура çине тăрать. 1947 çулта Василий Васильевич пуçарнипе Аслă Пăла шывне пĕвелесе тунă пĕчĕк ГЭС хута яраççĕ. Часах ялта пурăнакансен кил-çурчĕсенче электричество ламписем çунма пуçлаççĕ. Колхозниксене ĕç кунĕ пуçне 4 килограмм тырă пама тытăнаççĕ. 1950 çул тĕлне Ворошилов ячĕпе хисепленекен колхоз таврари чи вăйлă аталанакан хуçалăх шутланать. Самолетпа усă курса уй-хире минераллă удобрени сапассине те республикăра чи малтан кунта йĕркеленĕ. Кушкăри аэродрома кашни çуркунне У-2 йышши самолет анса ларнă, унпа уй-хире минераллă удобрени сапнă. Çав çулсенче пурăннисем Василий Зайцев тĕлĕнмелле çын пулнине, хăй тавра пултаруллă çынсене пуçтарма пĕлнине палăртаççĕ. Председатель çумĕсем пулнă В.Г.Свеклов, И.М.Бакин, Социализмла Ĕç Геройĕсем Г.И.Емельянов бригадир, А.Петрова звеньевой, М.Лаврентьева колхозниксем хушшинче ят-сума тивĕçнĕ, хăйсем хыççăн ыттисене ертсе пынă. Василий Васильевича аслă пĕлỹ илме пỹрмен пулсан та вăл наука пĕлтерĕшне лайăх ăнланни тĕлĕнтерет. Хăйне председателе суйласанах Шупашкарта пурăннă Н.Никитин агрономпа канашласа уйсене çум курăкран тасатмалли майсене палăртаççĕ. Уйсене тислĕке çĕртсе сапалаççĕ. Кĕлтесенчен тунă çĕмелсене пĕр ретпе вырнаçтарассине йĕркеленĕ. Çапла майпа кĕлтесене йĕтеме турттаричченех кĕрхи çĕртме тума май пулнă. Колхоз хирĕсем çум курăксăр, таса шыв пек юхса ларни колхозниксене те, ертỹçĕсене те чунтанах савăнтарнă. В.Никитин хыççăн колхоза агроном пулса ĕçлеме Евлалия Ивановна Васильевăпа унăн мăшăрĕ Виталий Степанович Адрианов килеççĕ. Евлалия Васильева тĕп агроном пуçарнипе хуçалăхра çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курма пуçлаççĕ. Кантăр туса илни колхоза уйрăмах пысăк тупăш панă. Пĕр гектартан 35-40 центнер тĕш тырă, 11-13 центнер типĕ хăмла, 700-800 центнер кукуруза туса илме тытăнаççĕ. 1960 çулта колхоз укçи-тенкипе Аслă Пăла Тимешре кирпĕчрен икĕ хутлă шкул çурчĕ туса лартнă, Кушкăра кантăр завочĕ хута янă. Колхоз председателĕпе специалистсем экономикăна лайăх пĕлни кашни утăмра курăнать. Кантăр завочĕ лайăх пахалăхлă сỹс кăларать, чỹпĕк те сутăнать, хуха та сая каймасть _ тислĕкпе пĕрлешсе удобрени пулать. 10 яла пĕрлештернĕ "Победа" колхоз йĕркеленсен малтанласа лару-тăру тĕлĕнмелле йывăр пулнине каласа кăтартаççĕ ватăсем. Аслă Пăла Тимеш колхозĕ çумне пĕрлешнĕ хуçалăхсен парăмĕсем ытла пысăк пулнă, выльăх-чĕрлĕх витисем те юхăннă. А.Ф.Кузьмина зоотехник пуçарнипе колхоз складĕнчен лавĕ-лавĕпе мунчала турттарса мĕн пур витене çуса тасатаççĕ, выльăхсене рационпа килĕшỹллĕн тăрантарма тытăнаççĕ. Кăтартусем те ỹсеççĕ, кашни ĕнерен куллен сĕт сăвасси 16-20 килограма çитет. Василий Зайцев çитĕнỹсем колхозниксенчен килнине лайăх ăнланнă. Çавна май ĕçлекене хавхалантарма та пĕлнĕ. Вăл вăхăтра алла çыхмалли сехете те кашни лавккара сутман. Ворошилов ячĕпе хисепленекен, каярахпа "Победа" колхозри бригадирсемпе вĕсен çумĕсене Василий Зайцев Мускавран пурне те алла çыхмалли сехетсем илсе килсе, велосипедсем туянса панă. Аллăмĕш çулсенчех колхозра Социализмла Ĕç Геройĕсем, тĕрлĕ выставкăсен лауреачĕсем пулнă, малта пыракансене кашни çулах тĕрлĕ парнесем панă. Вырма ĕçĕсем пуçлансан колхозниксене пан улми, хурлăхан çырли, хăш-пĕр çул пыл та валеçнĕ. Колхозра лайăх специалистсем пуррине пăхмасăр Василий Зайцев пур çĕре те хăй çитме, лару-тăрăва хăй куçĕпе курса хаклама тăрăшнă. Кĕркуннепе çуркунне, çулсем япăхлансан, кашни яла юланутпа çỹренĕ. Пĕрле ĕçлекенсем унран нумай вĕреннĕ. Ахальтен мар каярахпа колхоза ертсе пынă В.Г.Свеклов пысăк кăтартусемшĕн Социализмла Ĕç Геройĕ ята тивĕçнĕ, И.М. Бакин нумай çул председатель çумĕ пулса тăрăшнă, вăл та тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. Çĕр-шывĕпе ятлă-сумлă Василий Зайцев нихăçан та хăйĕн ĕçĕпе, чапĕпе мăнаçланман. Халăх вара ăна çак вăхăтченех сума сăвать.