Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçа кирлĕ-и& Пулăшăпăр

28 января 2012 г.

 Раççей Перекет банкĕ клиентсен ыйтăвĕсене татса парас енĕпе сахал мар ĕç туса ирттерет. Кунтан ĕç укçи, пенси илекенсене çăмăллатнă майпа _ пĕчĕкрех процентпа кредит уйăрать, ăна парассине кĕске вăхăтра палăртать, кредит карттине парать. Потребитель кредитне Раççей Федерацийĕнче пурăнакан çынсене, енчен те вĕсем 21 çул тултарнă пулсан, параççĕ. Уйрăм çынсем поручительсем пулсан _ 75 çула çитичченхисем 15 пин тенкĕрен пуçласа 3 млн тенкĕ таран, поручительсем çук тăк _ 65 çула çитичченхисем 15 пин тенкĕрен пуçласа 1,5 млн тенкĕ таран кредит илме пултараççĕ. Потребитель кредитне илессипе ĕç укçине, пенсине Перекет банкĕ урлă илекенсем çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Вĕсем паспорт тăратмалла, тата патшалăх пенси страхованийĕн номерне çеç пĕлмелле. Кредит уйăрас ыйтăва 2 сехетрен пуçласа 2 кунра татса параççĕ. Кредита маларах тỹлесе татма та май пур. Мĕнле йышши кредитсемпе тивĕçтерме пултарать Перекет банкĕ? Вĕсем тĕрлĕрен. Хăш-пĕрисем çинче анчах чарăнса тăрасшăн. Çамрăксем валли уйăракан кредит 18 _ 20 çулсенчи çамрăксем илме пултараççĕ. Поручительсем _ ашшĕ-амăшĕ. Заемщик яланхи ĕç вырăнĕнче 4 уйăхран кая мар тăрăшмалла. Документсен стандартлă пакечĕпе пĕрле çуралнине е усрава илнине çирĕплетекен свидетельство памалла. Пенсионерсем валли уйăракан потребитель кредичĕ Пенси çулне çитнĕ е аслăрах çынсем валли (поручительсем пур пулсан) кредита 15 процентпа уйăраççĕ. Енчен те пенсине Перекет банкĕ урлă 4 уйăхран кая мар илет пулсан, 13,2 процентпа кредит параççĕ. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама уйăракан кредит Сирĕн çурт е хваттер пур, çапах та ăна çĕнетес килет. Паллах, юсав ĕçĕсене пурнăçламалла. Строительство материалĕсем питĕ хаклă. Вĕсене туянма укçа-тенкĕ çите-лĕксĕр. Кунта та Перекет банкĕ пулăшма хатĕр. Кредитăн тỹлемелли процент ставкине те чакарнă. Тĕрлĕ йышши кредитсемпе тĕрлĕ вăхăтра акцисем ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕччен те потребительсен кредитне парассипе акци пырать. Сире çак майпа усă курма, Перекет банкне пыма сĕнетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика