28 января 2012 г.
Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва çăмăллатас тĕллевпе çынсене Раççей Федерацийĕн ытти регионĕсене ĕçлеме ярассине малалла йĕркелет. Хальхи вăхăтра Мускав облаçĕнчи хуçалăхсем арçынсемпе хĕрарăмсене 3 уйăхлăха пахча çимĕç суйлама ĕçе йышăннине пĕлтереççĕ. Тỹлеве çынсем мĕнле ĕçленине кура палăртаççĕ, вырăнти столовăйра апатлантараççĕ, общежитире пурăннăшăн ĕç укçи шутĕнчен тỹлеттереççĕ. "Агрокомплекс "Доскино" сахал яваплă юлташлăха хĕрарăмсене теплицăсенче ĕçлеме йышăнаççĕ, кунта вахта мелĕпе ĕçлемелле. Ылтăн шырассипе ĕçлекен Саха (Якути) Республикинчи "Дражник" ООО та пирĕн республикăри çынсене вăхăтлăх ĕçе илме хатĕрри çинчен пĕлтерет. Кунта ĕçлеме суйласа илекен 22-45 çулсенчи ар-çынсем юлашки пилĕк çул хушшинче тĕрлĕ ĕçсенче виçĕ çултан кая мар ĕçленине шута илеççĕ. Унта ĕçлеме илнĕ чухне специальноçсем пуррине шута илеççĕ: сирпĕнме пултаракан груз турттарма ирĕк илнĕ пĕрремĕш класлă водительсем, Т-130, Т-170, Е-330, Т-500 тракторсемпе ĕçлекен опытлă бульдозеристсем, токарьсем, ЭША 10Ỹ70 экскаватор машинисчĕсем, электрогазосварщиксем, МСР слесарĕсем, электриксемпе электромонтерсем. "Амурти сăрт-ту центрĕ" ООО Т-130, Т-500, SHANTUI, KOMATSU тракторсемпе ĕçлеме бульдозеристсем кирлине пĕлтерет. Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче ĕçсĕр çынсене Воронеж облаçне йывăç касма илсе кайма палăртнă. Урăх регионсенче вăхăтлăх ĕçлеме кăмăл тăвакан çынсене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр яланах пулăшма хатĕр. Эпир сирĕн ыйтăвăрсене туллин тивĕçтерессишĕн ĕçлетпĕр. Ют региона ĕçлеме каяс кăмăллă çынсен хăйсемпе пĕрле паспорт, ИНН, пенсин страховани свидетельстви пулмалла.