28 января 2012 г.
Авалтан пыракан каларăш, çын çăкăрпа çеç тутă пулаймĕ тени, нихăçан та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть. Юлашки çулсенче ял çынни çĕр ĕçĕнче тар тăкса ывăннă, выльăх-чĕрлĕхне пăхнă хыççăн культурăллă канма, пушă вăхăта усăллă ирттерме культура çурчĕсене тухма пуçларĕ. Клубра интереслĕ мероприятисем ирттерсен унта хутшăнма кăмăл пур ватти-вĕттин, çамрăксен. ЧР Президенчĕн "Чăваш Республикинче культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" указ кăларнăранпа ялти клуб учрежденийĕсенче культура пурнăçĕнчи çĕнĕ тапхăр пуçланчĕ. 2009 çулта районти виçĕ культура учрежденийĕ модернизаци программипе килĕшỹллĕн çĕнелсе илемленчĕ. Елчĕк районĕнчи муниципалитетăн бюджетлă культура учрежденийĕн директорĕпе Валентина Портновăпа шăпах культура ĕçĕ-хĕлĕ çинчен сăмах пуçартăмăр. Вăл районти пур культура учрежденийĕсене те координацилет. _ Валентина Семеновна, район центрĕнчи культурăпа кану центрне кĕме пит кăмăллă. Темиçе çул каяллахи ỹкерчĕке аса та илес килмест: сивĕччĕ, оборудовани кивĕччĕ... _ 1969 çулта тунă культура çуртне çĕнетме çăмăлах пулмарĕ. Çапах район администрацийĕ пулăшнипе, хамăр çанă тавăрса тăрăшнипе юсав ĕçĕсем ирттерни харама каймарĕ. Республикăра малтисен йышĕнче эпир хальхи йышши культура учрежденийĕн статусне илтĕмĕр. Пире республика 500 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ йышши оборудовани, костюмсем илсе пачĕ. Çакăн йышши пулăшăва унччен ĕненме те пултарайман. _ Культура учрежденийĕ çĕнелнĕренпе хăвăр ĕçре чылай улшăнусем кĕртрĕр пулĕ? _ Паллах. Районти кашни çын пирĕн пата килсе канма май туптăр тесе тăрăшатпăр. Пур ỹсĕмри çынсем валли мероприятисем йĕркелеме майсем пур пирĕн. Чи малтанах кружоксен йышне, пахалăхне ỹстертĕмĕр. Хальхи вăхăтра культурăпа кану центрĕ çумĕнче 19 кружок ĕçлет, вĕсенчен 7-шĕ 14 çула çитмен ачасем валли. Иртнĕ çул пĕтĕмпе 278 мероприяти йĕркеленĕ. Вăл шутран 14 çула çитмен ачасем валли - 51, 15-24 çулсенчи çамрăксем валли _ 65 мероприяти. Çакă савăнтарать: шкул ачисемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те пирĕн пата килекен çула такăрлатать. Çамрăксем те культура еннелле туртăнма пуçлани сисĕнет. _ Халăха хăвăр пата илĕртес тесен çанă тавăрма тивет-тĕр? _ Культурăпа кану ĕçĕнче ĕлĕкхилле ĕçлеме май çук. Ĕçре тĕрлĕ формăсемпе мелсене усă куратпăр. Халăх кăмăлне тивĕçтермелле мероприяти йĕркелемесен клуба çын çỹрессе кĕтме çук. Уяв концерчĕсем, фестивальсемпе конкурссем, кану каçĕсем, тĕл пулусем... куракансен асĕнче юлмалла ирттерме тăрăшатпăр. "Юмах тĕнчинче" фестивале ачасем çеç мар, аслисем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. _ Кружоксем пуррине, тĕрлĕ мероприятисем ирттернине ырламалла çеç. Çак юлашки çулсенче учреждени çумĕнче пĕр-пĕр ушкăн йĕркелеме пултартăр-и? _ Хаваспах пĕлтеретĕп, художество пултарулăх ертỹçи И.Шурбин ертсе пынипе пĕлтĕр ветерансен "Туслăх", ачасемпе аслăраххисен "Радуга" ушкăнĕсем сцена çине тухрĕç. Малтанхи концертрах çак ушкăнсем хăйсен пултарулăхĕпе куракансене тыткăнларĕç. _ Пурнăç хăвăра укçа ĕçлесе илме те хистет... _ Çапла. Иртнĕ çул тỹлевлĕ мероприятисем йĕркелесе 191 пин тенкĕ пуçтартăмăр. Вăл укçа-тенке çурта юсама, тĕрлĕ хатĕрсем туянма, пĕр сăмахпа каласан, кулленхи çивĕч ыйтусене татса пама яратпăр. _ Инçетри район центрне Шупашкар артисчĕсем килсех тăраççĕ-и? _ Эстрада юрăçисем час-часах килсе çỹреççĕ. Куракансем вĕсене яланах хавас. Çавăн пекех ял çыннисем Шупашкар артисчĕсен спектаклĕсене те курасшăн. Пĕлтĕр Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсем килсен залра аншлаг пулчĕ. Тавра ялăн çыннисене йыхравлассине йăлана кĕртнĕ эпир. _ Çĕнĕ çулхи çĕнĕ ĕмĕтсем çунатлă пулĕ, Валентина Семеновна? _ Этем ĕмĕтсĕр пурăнаймасть. Кăçал район паллă событисемпе пуян. Çавна май культура ĕçченĕсем çĕнĕ программăсем хатĕрлес тĕлĕшпе канăçа çухатнă. Хамăр патăмăрта студи йĕркелес шухăш та пысăк.